Контент патне куҫ

Сахара сутă-илӳ çулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сахара сутă-илӳ çулĕ, — VIII-XVI ĕмĕрсенче Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринчи патшалăхсене Анăç Африкăпа çыхăнтарнă.

Япаласене тĕве-дромадер караванĕсемпе тиесе куçарнă. Çула тухас умĕн, выльăхсене темиçе уйăх хушши Магриб тата Сахель айлăмĕсенче тăрантарса усранă. Ибн Баттута (1304-1377) çырнă тăрăх — вăл пĕр караванĕпе пĕрле куçнă пулать — каравана вăтамран 1 000 майлă тĕве пуçтарнă, тепĕр чухне 12 000 çитнĕ. Каравана пушхире лайăх пĕлекен, кунтах пурăнакан берберсем ертсе пынă, вĕсене вара уншăн укçа нумай тӳленĕ. Караван вырăна çитесси пурте пĕр пек хастар ĕçлессинчен килнĕ. Оазиссем патне çитме темиçе кун пулсан та, вĕсен патне кайса маттурсем шыв ăсса килкеленĕ.