Контент патне куҫ

Саша Соколов

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Саша Соколов
Çуралнă чухнехи ят: Александр Всеволодович Соколов
Çуралнă вăхăт: 1943, чӳк, 6
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, эссейçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1960-е — х.в.
Жанр: роман, эссе
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Дебют: Школа для дураков
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем

Са́ша Соколо́в (чăн ячĕ Алекса́ндр Все́володович Соколов; 1943, чӳк, 6, Оттава, Канада) — вырăс çыравçи.

Александр Соколовăн амăшĕ Çĕпĕрте çуралса ӳснĕ. Ашшĕ, Пензăра çуралнăскер, Всеволод Соколов, Канадăра СССР элчелĕхĕнче сутă-илӳ канашçин аппаратĕнче хĕсметре тăнă. Тепĕр хыпарсемпе — çавăнтах вăрçă атташен çумĕ пулнă. Соколов майора (агент Дэви) çĕршывран 1946-мĕш çулта шпион ĕçĕшĕн кăларса янă. Тепĕр çултан çемье Мускава пурăнма куçнă. Саша Соколов 596 № шкулта пĕлӳ илнĕ, вĕренсе тухсан кĕске вăхăт моргра санитар вырăнĕнче ĕçленĕ.

1962 çулта Раççей Федерацин Вăрçă университетне вĕренме кĕнĕ, унтан 1965 çулта тухса кайнă. Çара каяс мар тесе, психика чир-амакĕн симуляцине тунă та виççĕ уйăх хушши чун хăвачĕ хавшаккисен çар хоспитăлĕнче выртнă.

Литература парнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă хайлавĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Красильникова Е. Г. «Внешнее есть внутреннее»: структура постмодернистского текста (Саша Соколов) // Вопросы культурологии. — 2012. — № 6.
  • Ланин, Б. А. Саша Соколов // Проза русской эмиграции (третья волна): Пособие для преподавателей литературы. — Новая школа, 1997. — 20000 экз. — ISBN 5-7301-0275-5

Шаблон:Андрей Белый парнисем