Контент патне куҫ

Седых Наталья Евгеньевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Наталья Седых
Ӳкерчĕк:Наталья Сeдых.jpg
Çуралнă чухнехи ят Наталья Евгеньевна Седых
Çуралнă вăхăт 1948, утă, 10
Çуралнă вырăн Мускав, ССРП
Професси совет/раççей театр/кино актриси
Карьера 1964—2010
IMDb ID 0781425

Наталья Евгеньевна Седых (1948, утă, 10, Мускав, РСФСР, ССРП çур.) — совет/раççей театр/кино актриси.

Наталья Евгеньевна 1948 çулхи утăн 10-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Тăватă çул тултарсан пĕрремĕш хут коньки çине тăнă — «Совет Пĕрлешĕвĕнчи чи çамрăк фигуристка» пулса тăнă.

Совет тапхăрĕнчи куравçăсем ăна «Морозко» юмах-фильмĕнчи (1964 çул) Настенька сăнарĕпе астăваççĕ. Фильмри тĕп роле Александр Роу режиссёр вунпиллĕк çулхи хĕре ТВ ярăмĕнче «Вилекен акăш» номерĕнче ярăннине курсан чĕннĕ. 1968 çулта вăл Александр Роу ӳнерленĕ «тепĕр юмах-фильмĕнче» роле вылянă.

1969 çулта Наталья Седых Мускаври хореографи вĕрентешĕвĕнче (С. М. Мессерер класĕ) пĕлӳ илнĕ, çакăн хыççăн вара Большой театрĕн балет труппине хĕсмете кĕнĕ. Малтан кордебалетра ташланă, кайран солистка пулнă. Театр ушкăнĕпе пĕрле нумай гастроле çӳренĕ. «Ыйхăри чиперкке», «Щелкунчик», «Чайка» спектакльсене хутшăннă. Артистка чи пысăк пултарулăх ăнăçăвĕ тесе «Анна Каренина» балетĕнчи Китти партине шутлать, унта унăн партнёрĕсем Майя Плисецкая тата Марис Лиепа пулнă.

1990 - 2006 çулсенче Наталья Седых Марк Розовский ертсе пыракан «У Никитских ворот» театрĕнче ĕçленĕ.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
ÇулФильмРоль
1963Штрафной ударфигуристка
1964МорозкоНастенька
1965Дон Кихот ачисемМотя
1968Çулăм, шыв тата… пăхăр пăрăхсемАлёнушка
1969Кăвак пăрЕлена Берестова
1970Любовь к трём апельсинампринцесса Нинетта
1978По улицам комод водилимама мальчика
1990Гамбринусэпизод
1994Я свободен, я ничейгостья
1994Трень-бренькинодевушка
1999Два НабоковыхНора
2000Синоптикдама
2007Çулталăкри чи лайăх вахăтКатя
2010Перемириедоктор из Москвы

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]