Сив курăкĕ
Сив курăкĕ | ||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||
|
||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||
Cichorium intybus (L.) | ||||||||||||
Тĕссем | ||||||||||||
| ||||||||||||
|
Сив курăкĕ, çавăн пекех ахаль циккорий (лат. Cichorium intybus) — астра, е кăткăс чечеклисен йышне тата циккорий евĕрлисен ретне кĕрекен икĕ çул е нумай çул ӳсекен курăк тĕсĕ. Рет шутĕнче килте ӳстермелли икĕ тата 4-6 хăй тĕллĕ ӳсекен тĕс.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăпрара тарăн вăрăм çирĕп тĕнĕл тымар яракан ӳсентăран. Хытă вертикальлĕ çĕре кĕнĕ кĕпçи иккĕмĕш çура кăна тухать. Чечеккисем чĕлхе евĕр, пысăк, икĕ арлăхлă, ытларах кăвак тĕслĕрех, сайрарах кĕрен е шурă тĕслĕ, вĕсем çулçăн çӳлти пайĕнчен çитĕнекен кĕске кĕпçи çинче вырнаçнă. Чечекĕсем икĕ хутчен хупланă карçинккара, тулаш çулçисем кĕскерех, каялла тавăрса хунăскерсем, шалтисем тӳррĕн тăраканнисем. Чечексем умлă-хыçлăн çӳлелле уçăлаççĕ, çумăрлă çанталăкра тăтăшах хупă. Улми кĕске хупăллă пиллĕк енлĕ хохолок. Сив курăк нӳрĕке юратать, ытла çумăрлă çанталăка камăлламасть.
Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сив курăкĕн икĕ тĕсне — салат сив курăкĕпе ахаль сив курăкне — çитĕнтереççĕ. Ӳсентăранăн тачкаланнă тымарĕнче нумай углеводăн инулинĕ, сезонăн тулли тапхăрĕнче типĕтнĕ тымарĕнче 75 % инулин пур.[1] Çакна пула ĕнтĕ ӳсентăранăн тымарне кофе вырăнне ĕçеççĕ. Çаплах типĕтнĕ тата ăшаласа илнĕ тымара натуральлĕ кофепе тутине пахалатас тесе хутăштараççĕ.
Лартса ӳстернĕ икĕ тĕслĕ курăкăн çулçисене тĕрлĕ салата яраççĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Baert, J.R.A. & Bockstaele, E.L. Cultivation and breeding of chicory root for inulin production. 1993. Industrial Crops and Products.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сив курăкĕ: информаци GRIN сайтĕнче
- Clapham, A.R., Tutin T.G. & Moore, D.M. Flora of the British Isles. 3rd Edition. 1987. Cambridge University Press