Симакова Мария Васильевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мария Васильева
Çуралнă чухнехи ят Васильева Мария Васильевна
Çуралнă вăхăт 1934 çул, раштав, 3
Çуралнă вырăн Апаш ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт 2021, кăрлач, 23
Вилнĕ вырăн Шупашкар районĕ, Чăваш Ен, РФ
Гражданлăх ССРП РФ
Пăхăнулăх
Премисемпе чысланисем
Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ орденĕ
«Çерем çĕрĕсене пусаланăшăн» медаль
«Çерем çĕрĕсене пусаланăшăн» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«Ĕçри хастарлăхшăн» медаль
«Ĕçри хастарлăхшăн» медаль
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн хисеплĕ грамоти (2019)

Мария Васильевна Симакова (3.12.1934, Апаш ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 23.1.2021, Кӳкеç поç, Шупашкар районĕ, Чăваш Республики, РФ) — совет/раççей декораци-майлаштару ӳнерĕн ӳкерçи, чăваш халăх тĕрри облаçĕнче тăрăшакан халăх ăсти. Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (2008).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Колхазра ĕçлекен Васильевсен килйышĕнче çуралнă, 3 çул тултарсан амăшĕсĕр тăрса юлнă, тăванĕсем ӳстернĕ. Çичĕ класс вĕренсе тухсан «Урожай» колхозра ĕçе пикеннĕ, 1951 çултанпа — Шупашкарти çурт-йĕр тунă çĕрте вăй хунă.

1955—1959 çулсенче упăшкипе пĕрле Казахстанри (совхоз «Черняховский», Акмола облаçĕ) çерем çĕре пусаланă ĕçе хутшăннă.

1959 çулта тăван çĕре таврăннă та Кӳкеç ялĕнче (халĕ — поçолăк), Шупашкар районĕн администраци центрĕнче, пурăнма тĕпленнĕ. 1965 çулчен унтах Чăваш Енри комплекслă геологи-разведка партинче ĕçлеме тытăннă. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна чысланă.

1965 çулта М. В. Симакова халăх промăçлăхĕн йĕркелĕмне — Алькешри «Паха тěрě» хапрăкне — ĕçе куçнă. Тăрăшса профессие майĕпен алла илсе пынă: тĕрлекен, тĕрĕ лаборантчĕ (1972), цех маçтăрĕ (1974), тĕрĕ цехĕн маçтăрĕ (1975), аслă мастăр (1981), тĕрĕ ӳкерçи (1985).

1978—1981 çулсенче — хапрăкри профкомăн ĕçрен хăтарнă председателĕ вырăнĕнче.

1992—2005 çулсенче, пенсие тухсан, чăваш тĕрри лабораторине ертсе пынă, Чăваш Республикин ăслăх-меслетлĕ центрĕнче декораци-майлаштару ӳнерĕн ертӳç-меслетçĕ пулса тăрăшнă, Атăлçи халăхесен университетĕнче тĕрĕ ĕçне вĕрентнĕ.

Пултарулахĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Трофимов А. А., Проблемы народного искусства Чувашии. Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во, 1985. С. 51, 64-65.
  • Смирнова, Н., Пĕр çупкам хыççăн тепри / Н. Смирнова // Хыпар — 1994. — 23 раштав.
  • Мария Васильевна Симакова тата унăн ĕçĕсем, // Пике — 1995. — № 11-12. — С. 32.
  • Смирнова, Н. «Тĕрĕ пĕтсен тымар татăлать», / Н. Смирнова // Хыпар — 1995. — 8 нарăс.
  • Григорьева, Г., Мастер чувашской вышивки // Советская Чувашия. — 1995. — 6 янв.
  • Смелова, Ж., Паха тĕрĕ Марии Симаковой / Ж. Смелова // Клуб. — 1996. — № 5. — С. 12.
  • В крае ста тысяч вышивок // Российские промыслы. — 2000 — Апрель-май. № 4-5 (10-11). С.
  • Викторов, Ю. В., Симакова Мария Васильевна / Ю. В. Викторов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 371.
  • Трофимов, А. А., Симакова Мария Васильевна // Трофимов, А. А. Мастера народного искусства и художественных промыслов. Предприятия и мастерские, создающие произведения художественных промыслов : кат.-справ. / А. А. Трофимов. — Чебоксары, 2004. — С. 81-83.
  • Мария Симакова, Чувашские узоры. Книга-альбом. — [Шупашкар], 2005. 112 с. Илл.
  • Иванов-Орков, Г. Н. Мария Васильевна Симакова: 1934. Песни на полотне / Г. Н. Иванов-Орков // Мастера изобразительного искусства. — Чебоксары, 2011. — С. 313—322. — (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 9).
  • Иванов-Орков, Г. Н. Симакова Мария Васильевна / Г. Н. Иванов-Орков // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 14.
  • Иванов-Орков Г. Н. Узоры земли чувашской. Современные художественные промыслы и сувениры. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2007. С. 15.
  • Иванов-Орков Г. Н. Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии. Альбом. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2012. С.
  • Иванова, В. А. Все мы родом из детства // Иванова, В. А. Чудо рукотворное : о нар. мастерах Чувашии / В. А. Иванова. — Чебоксары, 2006. — С. 16-35.
  • Изобразительное искусство Российской Федерации. Поволжье. Сост. К. Б. Кузьминых. Альбом. — Гранат, М., 2013. С. 288—289.
  • Иванов-Орков Г. Н. Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии. Альбом. Изд. 2-е, дополн. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2018. С. 2--23, 52, 53.
  • Иванов-Орков Г. Н. Золотая игла Марии Симаковой. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2021.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]