Скворцов Сергей Ефимович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Скворцов С. Е.

Сергей Ефимович СкворцовРСФСР тата ЧР тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сергей Скворцов 1937 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи Анатри Кĕлешкасси ялĕнче çуралнă.

1956 çулта Вăрнарти зооветтехникум пĕтернĕ.

1956-1959 Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.

1963 çулта Мускаври ветеринари академин ветеринари факультетне, 1970 çулта Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнче вĕренсе тухнă.

1962 çултанпа Чăваш республикин ветеринари лабораторин радиологи уйрăмĕнче ветврач-радиолог, инженер-радиофизик, аслă инженер-радиофизик, уйрăм ертӳçи пулса ĕçленĕ.

1992 çулхи пуш уйăхĕнче – Чăваш республикин ялхуçалăх министерствин ветеринари радиологи тĕпĕн директорĕ, 1992 çулхи авăн уйăхĕнчен 2008 çулхи чӳк уйăхĕччен Чăваш республикин радиологи центрĕ|Чăваш республики радиологи тĕпĕн директорĕ. Чернобыль АЭС авари кӳнĕ арканăва сирекенĕ.

Ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ Скворцов Тимофей Ефимовичăн шăллĕ. 2010-мĕш çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче вилнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

100 ытла ăслăлăх ĕçĕсем пичетленĕ, вĕсем хушшинче 9 массăллă пĕтерекен хĕçпăшалтан ялхуçалăха сыхламалли методика кĕнеки, Чăваш ЦНТИ 24 информаци хучĕ, 20 рацпредложени.

Чысĕсем, парнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «За заслуги перед Отечеством» 2 степеньлĕ (1996).
  • «За заслуги перед Чувашской Республикой» орденăн медалĕ (2007).
  • 5 юбилей медалĕ.
  • РСФСР ялхуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988).
  • ЧАССР ялхуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1983).
  • СССР Граждан хӳтĕлев отличникĕ.
  • Чăваш Республикин Хисеп хучĕ.
  • Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин Хисеп хучĕ.
  • РФ ялхуçалăх тата апат-çимĕç министерствин Хисеп хучĕ (1996).
  • ЧР „Чернобыль” союзĕн Хисеп хучĕ.
  • РФ „Чернобыль” союзĕн Хисеп хучĕ.
  • РФ „Чернобыль” пĕрлĕхĕн Хисеп кĕнекине çырнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]