Йĕпреç районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Йĕпреç районĕ
Йĕпреç районĕ
Патшалăх Flag of Russia.svg РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Flag of Chuvashia.svgЧăваш Ен
Тытăмĕ 13 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Йĕпреç поçолăкĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1927
Район администрацин пуçлăхĕ Яковлев Александр Анатольевич
Официаллă чĕлхе чăваш, вырăс
Пурăнан халăх (2016)
23 519 (1,91 %, 8-мĕш вырăн)
Йышлăх 19,58 çын/çм²
Наци йышĕ чăвашсем - 84,36% (22 096); вырăссем - 10,56 % (2 766 ); тутарсем - 2,50 % (656 ); мордва - 1,58% (413)
Конфесси йышĕ православи, истам
Лаптăк 1201,18[2] çм² (3-мĕш вырăн)
Йĕпреç  районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83538
Сайчĕ
Координатсем: 55°18′ с. ш. 47°02′ в. д. / 55.300° с. ш. 47.033° в. д. / 55.300; 47.033 (G) (O)
Йĕпреç районĕн картти

Йĕпреç районĕ (чăваш. Йĕпреç районĕ) — Чăваш Енĕн (РФ) администрацилле-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленӳе (муниципаллă район). Чăваш Енĕн варринчен кăнтăралла вырнаçнă.

Администраци центрĕ — Йĕпреç поçолăкĕ.

Лаптăкĕ — 1201,2 км² (пĕтĕм республикăран 6,5%). Хăйĕн лаптăкĕпе вăл Улатăр районĕнчен анчах пĕчĕк. Çӳрçĕр енче Вăрнарпа Канаш районĕ вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Комсомольски районĕ, кăнтăр енче — Улатăрпа Патăръел районĕсем, хĕвеланăç енче вара Пăрачкавпа Çĕмĕрле районĕсем.

Район администрацине Шупашкар хулинчен 114 çухрăмра тăракан Йĕпреç поçолăкĕнче вырнаçтарнă.

Район пуçлăхĕ — Петров Анатолий Иванович. Район хаçачĕ "Çĕнтерӳшĕн" ятлă.

Пурăнан залăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1991 çулăн кăрлачăн 1 районта 28, 5 пин çын пурăннă, вĕсенчен хула çыннисем — 11,5 пин (40%), ял çыннисем — 17,0 пин (60%). Хула çыннисем Пăвакассипе Йĕпреç поселокĕсенче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 56 ялта, хăшĕсенче вăтамран 327 çын пурăнать. Халăх плотносĕ 1 тăваткал çухрăм çине 22,9 çын килеть. 83% — чăвашсем. Çынсем сарăлас енĕпе ку район сахал çынлисем шутне кĕреть.

Çутçанталăк[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Йĕпреç районĕ Чăваш платойĕн тăрăхĕнче вырнаçнă. Çӳрçĕр енче 30-80 метрпа вылякан сăртлă плато. Юханшывсемпе çырмасем питĕ нумай. Ытти лаптăк — пăр кайнă хыççăн пулнă сăртлă тӳремлĕх. Йĕпреç районĕнче кирпĕч чĕр таварне кăлараççĕ, тата çунакан сланецсемпе фосфоритсене тупкалаççĕ.

Йĕпреç районĕнче вăтам континент климачĕ. Температура вăтамран кăрлач уйĕхĕнче -13°С, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи пĕчĕк палăртнă температура -42 °C, чи пысăкки — 37 °C. Вăтамран юр-çумăр 500 мм таран ӳкет, ытларах енĕпе çулла.

Район тăрăх пĕчĕк юханшывсем юхаççĕ: Хĕр (Сăрăн сылтăм юппи), Кушлавăш (Кĕçĕн Çавалăн сылтăм юппи), Кĕтне (Сĕвен сулахай юппи), Хум (Кĕтнен юппи). Çавăн пекех Пăлапа Вăрăм юханшывсем юхаççĕ, вĕсен район тăрăхĕнчи вăрăмĕшĕ кĕске. Кӳлĕсем районта сахал, пуррисем те пĕчĕк. Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерме Хĕр юханшывĕ çинче шывпуххи тунă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Района 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5 туса хунă.

2008 çулта районта сывă йĕркепе пуранакансем валли спорт комплексне уçнă.

Администациллĕ пайланни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Комментарисем
Çăлкуçсем

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]