Солиситор

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Соли́ситор (акăл. solicitor) — Аслă Британире аслă рангри адвокатсем — барристерсем — валли суд материалĕсене хатĕрлекен адвокатсен категорийĕ. Солиситорсем çаплах юрисконсультсем пулса тăрмашаççĕ.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Адвокатсен иккĕ категорийĕ пурри тĕнчери хальхи практикăра пулни ытларах тахçантанхи сăлтавсенчен — акăлчан суд системин консерватизмĕ, анкăл-саксон право çемьинче суд ĕçĕсене туса пыма кăткăс пулнипе, норма право акчĕсен çирĕп системи çуккипе, çаплах барристерсем хăйсен привилеги статусне çухатасмарринчен те килет.

Сăмахран, Раççейре адвокатсене категорисене уйăрмаççĕ.