Сорокин Николай Михайлович
Николай Сорокин | |
Çуралнă чухнехи ят: | Сорокин Николай Михайлович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1941, утă, 8 |
Çуралнă вырăн: | Аслă Ăнă ялĕ, Теччĕ районĕ, Тутар АССР |
Гражданлăх: | СССР → РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи, публицисчĕ |
Жанр: | илемлĕ проза, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс, чăваш |
Чыславсем: | Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ; Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ |
Сорокин Николай Михайлович (8.7.1941, Аслă Ăнă ялĕ, Теччĕ районĕ, Тутар АССР çур.) — чăваш çыравçи, публицисчĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ.
Тутар АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (1988), Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕ (1994), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (2002), Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2017)[1].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Николай Сорокин 1941 çулта утăн 8-мĕшĕнче Тутар АССР йышĕнчи Теччĕ районĕн Аслă Ăнă ялĕнче, тимĕрçĕ çемьинче çуралса ӳснĕ. 1958 - 1959 çулсенче - Тутар АССР «Большевик» колхозĕнче вăй хунă. 1959-1961 çулсенче Теччĕ педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ. 1961-1962 çулсенче Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1962-1965 çулсенче - чикĕ хуралĕ çарĕсен хĕсметĕнче, Туркмен ССР çĕрĕнче, тăнă.
1965-1969 çулсенче - Хусан патшалăх университечĕн студенчĕ. 1969-1977 çулсенче - «Советская Татария» хаçат редакцинче литература ĕçтешĕ, промăçлăх уйрăмĕн ертӳçи. 1977-2013 çулсенче - Тутар АССР/Тутарстан Республикинче ТАСС харпăр корреспонденчĕ.
Чăвашла «Сувар» хаçатпа «Шурăмпуç» журнала йĕркелесе янă, тĕп редакторĕ пулса ертсе пынă.
2013 çултанпа - Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ, Тутарстанри Чăваш наципе культура автономи канашĕн пайташĕ.
Хайлавĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]11 кĕнеке пичетленĕ, çав шутра роман-трилоги «Вечная Волга».
Пайăр пурнăç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арăмĕпе виçĕ ачана çуратса ӳстернĕ. Виçĕ мăнук пур.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тутар АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (1988)
- Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕ (1994)
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (2002)
- «Хусан 1000 çул тултарнине асăнмалăх» медаль (2005)
- Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2017)