Аслă Ăнă
Курӑнакан калӑплав
Аслă Ăнă Aslă Ana
|
Аслă Ăнă, Aslă Ana — выр. Большое Шемякино Тутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ[1].
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аслă Ăнă Теччĕрен 18 çухрăмран вырнаçнă. Яла газ кĕртнĕ.Шыв çăлсемпе пусăсенчен илеççĕ. Шывра тимĕр нумай.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта 640 чăваш, 28 вырăс, 14 тутар, 4 мăкшă пурăнать.
Ялта СХПК правленийĕ, вăтам шкул, пульницă, аптека, интернат, клуб, ял вулавăшĕ, почта, перекет банкĕн уйрăмĕ пур.
Ялта Пăлхар Патшалăхĕ вăхăтĕнчи масар пур. 1850 çулта ялта 106 кил пулнă, 1886 çулта - 177. 1886 çултанпа 1908- чен ялта çын шучĕ икĕ хут ӳснĕ (1033-рен 2228 таран).
Халăх йышĕ | |||||||||||
1859 | 1897 | 1908 | 1920 | 1926 | 1938 | 1958 | 1970 | 1979 | 1989 | 2002 | 2010 |
1033 | 1868 | 2356 | 2239 | 1660 | 1540 | 1425 | 1371 | 1075 | 671 | 678 |
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялти шкула 1848-мĕш çулта уçнă [2]. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта вулăс кантурĕ, чиркӳ, пасар, лавка, выртмалли пульница, 8 çил арманĕ, пăс арманĕ (1927), кĕрпе арманĕсем пулнă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сорокин Николай Михайлович — чăваш çыравçи, публицисчĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ.
- Юдин В.Н. - çыравçă.
- Тимесков И.С.- медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ АСЛĂ ĂНĂ ШКУЛНЕ 160 ÇУЛ. Сувар хаçат 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |