Соте Клод
| Клод Соте | |
| фр. Claude Sautet | |
| Çуралнă вăхăт | 1924 çулхи нарăс, 23-мĕшĕ[1][2][…] |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 2000 çулхи утă, 22-мĕшĕ[4][5][…] (76 çул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Гражданлăх |
|
| Професси | XX ĕмĕрти франц кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ |
| Карьера | 1951 — 1995 |
| Тĕлĕ | драма |
| Чыславсемпе парнесем | |
| IMDb | ID 0767110 |
Клод Соте́ (фр. Claude Sautet; 23.2.1924, Монруж — 22.7.2000, Парис, Франци) — франц кинорежиссёрĕ/ сценарисчĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Декор ӳнерĕсен наци аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, мусăк критикĕ/педагогĕ пулса ĕçленĕ. 1946 çулта IDHEC-ре вĕренсе тухнă. Режиссёр ассистенчĕ, каярах телекураври продюсер ĕçне пикеннĕ. Режиссёр ĕç-пуçĕнчи дебючĕ 1955 çулта «Ырă кун, йăл кулă» кинолентăпа уçăлнă.
«Мелочи жизни» (1970) фильма Канн кинофестивалĕнче кăтартса Соте тĕнчере паллăха тухнă, çаплах Роми Шнайдер карьерине çӳле хăпарма пулăшнă. Роми Шнайдер актриса Соте ӳнерленĕ «Макс тата тимĕр витекенсем», «Сезар тата Розали» фильмсенче ĕçленĕ; «Ахаль истори» фильмра вылянăшăн «Оскар» премине чи лайăх ютçĕр фильмĕ тесе номинациленĕ; чи лайăх актриса «Сезар» премине илнĕ.
1993 çулта «Чĕрери хĕл» фильма ӳнерленĕшĕн Соте Кĕмĕл арăслана Венецири кинофестивальте Чи лайăх режиссёр «Сезар» премине тивĕçнĕ. Çав премиех вăл виçĕ çул иртсен хăйĕн юлашки фильмĕшĕн — «Нелли тата Арно хуçа» — илнĕ.
Рак чирĕпе асапланса вилнĕ. Монпарнас çăвинче пытарнă.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1955 — Ырă кун, йăл кулă / Bonjour sourire
- 1960 — Пĕтĕм тĕветкеле виçсен тин / Classe tous risques
- 1965 — Революци валли хĕçпăшал / L’Arme à gauche
- 1970 — Мелочи жизни / Les Choses de la vie
- 1971 — Макс тата тимĕр витекенсем / Max et les ferrailleurs
- 1972 — Сезар тата Розали / César et Rosalie
- 1974 — Венсан, Франсуа, Поль тата урăххисем / Vincent, François, Paul… et les autres
- 1976 — Мадо / Mado
- 1978 — Ахаль истори (Кашнин хăйĕн шанăçĕ) / Une histoire simple
- 1980 — Япăх ывăл / Un mauvais fils
- 1983 — Гарсон! / Garçon!
- 1988 — Манпа темиçе кун / Quelques jours avec moi
- 1992 — Чĕрери хĕл / Un cœur en hiver
- 1995 — Нелли тата Арно месье / Nelly et Monsieur Arnaud
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Клод Соте фильмĕсем |
|
|---|---|
Ырă кун, йăл-кулă (1955) • Пĕтĕм тĕветкеле виçсен тин (1960) • Революци валли хĕçпăшал (1965) • Мелочи жизни (1970) • Макс тата тимĕр витекенсем (1971) • Сезар тата Розали (1972) • Венсан, Франсуа, Поль тата урăххисем (1974) • Мадо (1976) • Ахаль истори (1978) • Япăх ывăл (1980) • Гарсон! (1983) • Манпа темиçе кун (1988) • Чĕрери хĕл (1992) • Нелли тата Арно месье (1995) |
- Нарăсăн 23-мĕшĕнче çуралнисем
- 1924 çулта çуралнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Википедия:Страницы с неоднозначными геоцепочками
- Францире çуралнисем
- Утăн 22-мĕшĕнче вилнисем
- 2000 çулта вилнисем
- Францире вилнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Клод Соте фильмĕсем
- «Сезар» чи лайăх режиссура премин лауреачĕсем
- ИДЕК вĕренсе тухнисем
- Ракпа вилнисем
- Монпарнас çăвинче пытарнисем