Контент патне куҫ

Софрон Иванч кин кĕртет (камит)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Софрон Иванч кин кĕртет
Софрон Иванч кин кĕртет
Жанр: комеди
Автор: Прохор Емельянов
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 1968
Пичетленĕ: ?
Уйрăм кăларăм: ?
Куçару: Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар

Софрон Иванч кин кĕртет — пит паллах мар автор Прохор Емельянов (1913-1991) чăвашла çырнă, халăх хушшинче (ялсенче) анлăн сцена çинче лартнă, комеди. Хăш чухне камит ятне "Софрон Иванч ывăлне авлантарать" тесе палăртни те тĕл пулкалать.

Анлăн сарăлнине кăтартакан тĕслĕхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

...Пĕр вăхăт Вăрмарти ачасен музыка шкулĕнче баян класпа ĕçлеме пуçлать. Кунта икĕ çул вăй хурать. Ĕçленĕ вăхăтрах общество ĕçне активлă хутшăнать. Районти культура çурчĕ çумĕнче халăх театрĕ уçăлсан, мал ĕмĕтлĕ хĕр ача, чи активлă артисткăсенчен пĕри пулать, тĕрлĕ рольсене вылять. «Софрон Иванч кин кĕртет» спектакльте кин рольне чăн-чăн артистка пек выляса кăтартать. Çак спектакле республикăра та пысăк хак панă. Чăваш телевиденийĕпе те кăтартнă.[5][6]

«Ураскассинчи халăх театрне районти пур ялта та хаваспах кĕтсе илеççĕ. Ял артисчĕсем районти культура çуртĕнче П. Емельяновăн «Софрон Иваныч кин кĕртет» камитне кăтартрĕç. Спектакль лартаканĕ - П. Никифоров...» (Никифоров, П. А. Пултарулăх çурчĕ: пĕр каçра икĕ уяв / П. А. Никифоров ; Р. Шумова калаçнă // Ял ĕçченĕ. - 2008. - 18 ака. - С. 3).[7]

Ку тĕслĕхсем пурте, — тен, чи кайрисĕр пуçне, — юлашки вăхăтсенчен. Чăннипе вара камите тахçанах çырнă. 20-30 çул каялла ялсенчи юратавçăлла артистсем пултарулăх ĕçне татах та хастартарах хутшăннă. Клубсенче лартакан спектакльсем хушшинче "Софрон Иванч кин кĕртет" яланах пулнă.

Мĕнре-ха туртăм?

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Камит киленÿ-йăпану (шоу, мыскара) ыйтавĕсене тĕппипех тивĕçтерет. Тута-маса тĕлĕшпе те пурте йĕркеллĕ (виçерен тухса кайни çук). Чăн та, кулăшĕ çынна çатарласа илекенни, чунсене кисрентерекенни, ăс-хакăла çĕклекенни мар ĕнтĕ. Çапах та унта сиен кÿме пултараканни те ним те çук. Эппин, ку енĕпе те пурте йĕркеллĕ теме пулать.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]