Контент патне куҫ

Сохна (Пахра юппи)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

СохнаМускаври юханшыв, Пахра шывӗн сылтӑм юппи. 2012 ҫулчен Мускав облаҫӗн Наро-Фоминск районӗн территорипе юхнӑ. Ҫӑлкуҫӗ Мускав чукун ҫулӗн Мӑн ункинчи Мачихино чарӑну пунктӗнчен тухӑҫалла вырнаҫнӑ. Юханшыв ҫинче Белоусово ял ларать.

Юханшыв тӑршшӗ 14 км, бассейн лаптӑкӗ 90 км2.

Илемлӗ, вӑрманлӑ вырӑнпа юхса иртет, ҫӳлти юхӑмӗнче ҫын сахал пурӑнать. Пахра, Моча тата Кременка хушшинче юхать. Сохна юхакан вырӑн туристсене илӗртет. Унпа юнашар Мускав ҫывӑхӗнчи паллӑ вырӑнсенчен пӗри — «прачак карти» — вырнаҫнӑ.

Шыв реестрӗнчи даннӑйӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Бассейн округӗ — Ока
  • Юханшыв бассейнӗ — Ока
  • Юханшывӑн кӗҫӗн бассейнӗ — Мокша юхса кӗричченхи Ока юпписен бассейнӗ.
  • Шыв хуҫалӑхӗн участокӗ — Пахра пуҫӗнчен вӑрричен.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]