Контент патне куҫ

Спитаман

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Спитаманпирĕн эрăччен IV ĕмĕрте, Тамарислуран икçĕр çул каярах пурăннă. Вăл сăкăтсен чи чаплă, чи маттур çарпуçĕсенчен пĕри.

Сăкăтсем хăйсен патшисене "авçын" тенĕ. Осетинсен тĕпчевçи В.И.Абаев çырса кăтартнă тăрăх, авçын тесе тата та ĕлĕкрех, Тамарислу вăхăтĕнче амаçынсен патшине е ĕмпӳне каланă. Каярахпа вара авçын сăмах патша пĕлтерĕшĕ ытти кӳршĕ йăхĕсене сарăлнă. Авалхи сăкăтсем хăйсен патшине авçын тенине Б.Г.Гафуров хăйĕн "Таджики. Древнейшая , древняя, и средневековая история" кĕнекинче те асăнать.

"Именно так должны были называться женщины-предводительницы сакко-массагетских племен, —

çырать вăл.

— От них он должен был заимствован в соседние области Средней Азии, но уже в применении к мужчинам-правителям".

Авалхи сăкăтсем чи чаплă авçыннисенчен пĕри — Спитаман.

Пирĕн эрăччен 329 çулта Александр Македонски Перси патши çарне çĕмĕрсе тăкнă хыççăн сăкăт йăхĕсем çине тапăнса кĕрет. Сăкăтсем пĕтĕм вăйĕсене пухса Спитаман авçын ертсе пынипе македонецсене хирĕç кĕрешеççĕ. Авалхи çыравçă Арриан ĕçĕсем тăрăх сăкăт çарĕсем Спитаман ертсе пынипе Эскемер çарне хальхи Зеравшан шывĕ хĕрринче çĕмĕрсе тăкнине питĕ лайăх курăнать. Нимĕç историкĕ Ф.Альхайм кун пирки çырать:

"Спитаману удалось того, чего до него сделать не мог никто, он уничтожил в сражении часть македонского войска".

Ним тума аптрамипе Эскемер хăй патне тыткăна лекнĕ сăкăтсене вĕлерме хушать.

"Обреченные на казнь, 30 знатных согдийцев, —

çырать авлалхи автор Квинт Курций, —

проявили удивившее македонцев самообладание: они шли на смерть с песней".

Хăйĕн микичĕсемпе, çăмăл утлă çарĕпе, тăшмана кун паман, партизан меслечĕсене усă курса сиен кӳрет. Пирĕн эрăчченхи 328 çулта Спитаман 3 пинлĕ çарпа Сăкăта таврăнать. Арриан çырса кăтартнă тăрăх, Сăкăтăн мухтавлă çарпуçне çакăнта сутăнчăксем систермесĕр тапăнса тискеррĕн вĕлереççĕ. Кайран сутăнчăксем Спитаман пуçне касса илеççĕ Эскемере юрас тесе ун патне илсе каяççĕ.

  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.
  • Б.Г.Гафуров, "Таджики. Древнейшая , древняя, и средневековая история".