Сывă пул, патшаçăм
Сывă пул, патшаçăм | |
Les Adieux à la reine | |
Жанр | историллĕ фильм-драма |
---|---|
Режиссёр | Бенуа Жако |
Продюсер |
Жан-Пьер Герен Кристина Ларсен |
Сценари авторĕ |
Бенуа Жако, Жиль Tоро |
Тĕп рольсенче |
Диана Крюгер Леа Сейду Виржини Ледуайен Ноэми Львовский |
Оператор | Ромен Виндинг |
Композитор | Бруно Куле |
Тăсăлу | 100 мин. |
Бюджет | $ 7,5 млн |
Патшалăх | Франци, Испани |
Çул | 2012 |
Сывă пул, патшаçăм (фр. Les Adieux à la reine) – франци режиссерĕпе сценарисчĕн — Бенуа Жако фильмĕ. Ку 2002-мĕш çулта Фемина çыравлăх парни çĕнтерсе илнĕ Шанталь Тома романĕ — «Les Adieux à la reine» тăрăх экрансем çине кăларнă историллĕ драмаллă хайлав. Фильм-драма Мария - Антуанетта патша тата 1789-мĕш çулхи утă уйăхĕнче Бастилине илнĕ хыççăн Версальте пулса иртнин пĕрремĕш кунĕсене çутатса парать.
Ролĕсене вылякансем: Леа Сейду (патша вулаçи Сидони Лаборде), Диана Крюгер (Мария-Антуанетта патша), Виржини Ледуайен (герцогиня Габриэлла де Полиньяк), Ноэми Львовски (мадам Кампан, патша керменĕн майри), Ксавье Бовуа (Луи ХVІ патша), Мишель Робен (архив ĕçченĕ Никола Моро) тата ыт. те. Редакторĕ Люк Барнье тата Нелли Олливо, кинематографийĕ Роман Уиндингăн.
Ăшлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пулса-иртнине эпир Мария-Антуанетта патшан çамрăк тарçă-хĕрĕ Сидони Лаборде куçĕсемпе куратпăр. 21 çул иртсен, халĕ ĕнтĕ Венаран, Агата Сидони Лаборде асаилевĕсенче иртнĕ çулсене таврăнать.
1789-мĕш çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче пăлханнă халăх Бастилине илнĕ, Наци гвардине никĕсленĕ, юнлă революци пуçланнă, патшан тарçисем хăйĕн хуçисене пăрахса тарнă, анчах çапла пулин те ялтăр çиçекен Версаль ахăрсаманара та хăйĕн патша чаплăхне сыхласа хăварма тăрăшать…
Ролĕсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Леа Сейду — Сидони Лаборде
- Диана Крюгер — Мария-Антуанетта, Франци патши
- Виржини Ледуайен — Габриэль де Поластрон, герцогиня де Полиньяк
- Ксавье Бовуа — Луи XVI
- Грегори Гадебуа — Луи, граф де Прованс
- Френсис Леплей — Чарльз, граф д'Aртуа
- Ноэми Львовский — Жанна-Луиза-Генриетта Кампан
- Владимир Консиньи — Паоло
- Джули-Мари Парментье — Онорин
- Мишель Робен — Николя Моро
- Лолита Шамма — Луизон
- Марта Кауфман — Алиса
- Жак Буде — де ля Тур дю Пин
- Мартин Шевалье — мадам де ла Тур дю Пин
- Жак Ноло — де Жоливе
- Серж Ренко — маркиз де ля Шеснай
- Энн Бенуа — Роз Бертэн
- Доминик Реймон — Мадам
- Жан-Кретьен Сибертин-Бланк — де Полиньяк
- Жак Эрлен — маркиз де Вокулер
- Пьер Рошфор — тарçă Антонин
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сывă пул, патшаçăм Викиампарта? |
- «Сывă пул, патшаçăм 2011 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. IMBD сайтра (фр.)
- Бенуа Жако режиссёрпа калаçни Grand-Ecart.fr сайтра (фр.)
- Фильм çинчен çырни 2014 ҫулхи Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. 2012 Берлин каталогĕнче(ним.)(акăлч.)
- Шанталь Томапа калаçни 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. (фр.)