Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Енĕш Нăрваш

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Енĕш Нăрваш ялне нихăçан та Чăваш Нăрваш тесе каламан.

Справочникре вара — вăл ята асăннă. ЯНШИХОВО-НОРВАШИ (Чуваш-Норваши 17) — с, ч-р. Енĕш Нăрваш (Чăваш Нăрваш 27). У. Цивильский 17-27. Вол. Янтиковская 17-27. Р-н Канашскйй с 1.10.27, Янтиковский с 1.3.35, Канашский с 20.12.62, Янтиковский с 3.11.65. Сельсов. Яншихово-Норвашский с 1.10.27. 82.208.85.203 14:58, 17 раштав 2006 (UTC)
"Енĕш Нăрваш ял историйĕ" кĕнекерен ял ячĕ çинчен калакан пĕр абзацне çыртăм. Мĕнле справочник? Мĕн ятлă? Миçемĕш çулта тата кăçта çав справочнике пичетлесе кăларнă?
Ун пек справочник пĕрре кăна. В.Нестеров кăларнăскер. Унта кашни ял çинчен çырнă: 1917 çултанпа мĕнле ятсем пулнă, мĕнле пайланусене кĕнĕ тата ытти те. http://zakupki.cap.ru/kladr/ — кунти ял ячĕсене те çавăнтанах илнĕ. «Енĕш Нăрваш ял историйĕ» кĕнкере вара вăл ята асăнмаççĕ-и? Чăваш Нăрваш тесе çырнийĕ таçта тупăннă пулĕ, çавăнпа вăл ăна унта кĕртнĕ. /Справочнике хатĕрленĕ чухне официаллă хутсемпе усă курнă пулас/. Çапах та эпĕ хам та ăнланса çитеймерĕм... Чуваш-Норваши 17, Чăваш Нăрваш 27 — ку мĕне пĕлтерет? Ăнланмалла мар. Шел те, манăн хăй кĕнеки çук, страницăсен сăнӳкерчĕкĕсем кăна. PCode 06:11, 21 раштав 2006 (UTC)
"Енĕш Нăрваш ял историйĕ" кĕнекере "Чăваш Нăрваш" ят çинчен нимĕн те çырман. Çак кĕнекена (200 страницă) сканер урлă кăларса уйрăм сайт тăвас шухăш пур, анчах та халлĕхе манăн сканер çук. Сканер илсен уйрăм сайт тăватăп.
enesh.info домен ячĕ илтĕм. Сканер илмелле юлчĕ, тат вăхăт тупас пулать...

"Паллă çынсем" разделтан Мыскар Гаврил Ефимович удалить турăм. Вăл пирĕн ялта çуралман. Вăл Елчĕк районĕнче çуралнă.

"Паллă çынсем" разделты çынсен сăнукерчĕкĕсене кĕртрĕм.

"Истори" раздела хронолги таблицине кĕртрĕм.

Енĕш Нăрваш страницӑна сӳтсе явма пуҫла

Сӳтсе явма пуҫла