Енĕш Нăрваш
|
Енĕш Нăрваш, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Енĕш Нăрваш 1563 çулта Тимеш (Тăвай) ялĕнчен уйрăлса никĕсленнĕ. 1565 çулта кун çути курнă "Писцовой тата мишавай" кĕнекинче çапла çырнă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Деревня новая, в ней три двора, что поставили ту деревню Тимяшевские чуваши Янших да Охметка, да Кебяк на порозшей мордовской земле у государева оброчные деревни - у Норваши вверх речки Норваши - за хорошевскими полями. Тому два года и живут в той деревне Янших с товарищи<Куçару: Ял çĕнĕскер, виçĕ кил. Вĕсене Тимешри виçĕ чăваш Янших, Охметка, Кепяк мордвасен çĕрĕ çинче никĕсленĕ — патшалахăн оброк тÿлекенсен ялĕ — Нăрваш шывĕ синчи Нăрваш — уй-хир леш енче. Ĕнтĕ икĕ çул таран пурнаççĕ унта Яншихпе юлташĕсем.>
.Тĕрлĕ çулсенче ял ятне тĕрлĕрен каланă. Яла пуçлакансем çырма хĕрринче ларнăран ăна Çĕнĕ Çырма, Çĕнĕ ял тенĕ пулмалла. 1781-1782 çулсенче д.Янтиково (Синь Сирма) тесе çырни пур. 1859 çулта - Нăрваш çырминчи Аслă Нăрваш ялĕ тенĕ. 1867 çулхи карттă çинче - Норваш, 403 двора тесе палăртнă. 1898 çулта ялта чиркӳ туса лартнă хыççăн ăна Енĕш Нăрваш сали (выр. село Яншихово-Норваши) тесе калама та, хут çине çырма та тытăннă.
1927 çулчен ял Çĕрпӳ уесĕн Тăвай вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ Канаш районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Тăвай районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн Канаш районне кĕнĕ. 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Тăвай районне кĕрет.
Çулсем | Хронологи тапăлĕ |
---|---|
1563 | Виçĕ чăваш куçса килсе яла никĕсленĕ |
1565 | Ял çинчен пуçласа Писцавай кĕнекере çырса кăтартнă |
1700 | Кивĕ ял çунса кайнă, çĕннине Сикте çăлĕ патне куçарса лартнă |
1710 | Ревизи вăхăтĕнче ялта 24 кил шутланнă |
1725 | Ял çыннисене Христос тенне кĕртсе Шăхаль чиркӳ прихучĕ çумне çирĕплетнĕ |
1763 | Тĕне кĕнисене Нăрваш Сали чиркӳ прихучĕ çумне çирĕплетнĕ |
1858 | Ялта 139 кил шутланнă |
1871 | Ялта шкул ĕçлеме пуçланнă |
1895 | Ял çыннисен пухăвĕнче ялта чиркӳ лартма йышăннă |
1898 | Ялта чиркӳ туса пĕтернĕ, кĕлĕ ирттерме пуçланă |
1903 | И.Я.Яковлев пулăшнипе шкулăн çĕнĕ çуртне туса пĕтернĕ |
1905 | Ялта пушар тухса 83 кил тĕппипе кĕлленнĕ |
1908 | Пушар тухса 30 кил çунса кайнă |
1911 | Ялта 427 кил шутланнă |
1912 | Чиркӳ çурчĕ çунса кайнă |
1914 | Çĕнĕрен туса лартнă чиркӳ ĕçлеме пуçланă |
1922 | Ялта комсомол ячейки йĕркеленнĕ |
1927 | Вулав çурчĕ уçăлнă |
1930 | Ял халăхĕн мăн пухăвĕнче "Енших" ятлă колхоз тума йышăннă |
1930 | Колхоза "Красная Чувашия" ят панă |
1933 | Колхоза пĕрремĕш трактор "Фродзон" илсе килнĕ |
1934 | Колхоз пĕрремĕш автомобиль туяннă |
1939 | Ялта пушар тухса 114 кил çунса кайнă |
1955 | Колхозра кукурус акма пуçланă |
1956 | Ялти килсене электричество кĕнĕ |
1957 | Чиркĕве пăсса клуб тата ял канашĕпе колхоз правленийĕн çурчĕсене туса лартнă |
1961 | Вăтам шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне хăпартнă, унта ачасене вĕрентме пуçланă |
1967 | Канашран Енĕш Нăрваша автобус çӳреме пуçланă |
1979 | Колхоз правленийĕ, ял канашĕ, почта уйрăмĕ, перекет касси çĕнĕ çурта куçнă |
1981 | Тăрмăша тухакан çула асфальт сарнă |
1983 | Ялта çĕнĕ культура çурчĕ туса хута янă |
1987 | Ялта ача пахчи туса пĕтернĕ, ĕçе кĕртнĕ |
1990 | Ялта историпе асăну музейĕ уçăлнă |
1991 | Ялта çĕнĕ чиркӳ çурчĕн никĕсне хывнă |
2000 | Яла çутçанталăк газне кĕртнĕ |
2002 | Ялта тухтăр офисĕ ĕçлеме тытăннă |
Статистика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çулсем | Кил-çурт шучĕ | Халăх йышĕ |
---|---|---|
1565 | 3 | |
1710 | 24 | |
1763 | 99 | 553 |
1858 | 139 | 1152 |
1861 | 1135 | |
1867 | 225 | 1344 |
1870 | 235 | 1157 |
1878 | 551 арçын | |
1895 | 322 | 1941 |
1897 | 353 | 1918 |
1901 | 353 | 2083 |
1907 | 427 | 2188 |
1911 | 427 | 2216 |
1924 | 460 | 1836 |
1930 | 510 | 2336 |
1940 | 437 | 2329 |
1945 | 470 | 1816 |
1950 | 526 | 2187 |
1974 | 613 | 2783 |
1991 | 618 | |
1998 | 637 | 1767 |
1999 | 642 | 1690 |
2000 | 648 | 1723 |
2001 | 652 | 1661 |
2002 | 652 | 1668 |
2003 | 652 | 1656 |
2004 | 652 | 1631 |
2005 | 656 | 1636 |
2010 | 1241[2]. |
Çутĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1871 çулхи октябрь пуçламĕшĕнче Енĕш Нăрвашра Николай Максимович Богородицкий пуп тăрăшнипе чиркӳ прихучĕн шкулĕ уçăлнă. Октябрĕн 12-мĕшĕнче пĕрмĕш уроксем пулаççĕ. Шкула 30 ар çын ача çӳреме пуçланă. Паллă пулăмсем
Çулсем | Хронологи таблици |
---|---|
1871 | Енĕш Нăрваш чиркӳ прихучĕн шкулĕ уçăлнă |
1874 | Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕрентӳçĕ пулса М.Т.Тимофеев ĕçлеме тытăннă. |
1879 | Енĕш Нăрваша пуçласа И.Я.Яковлев шкул çурчĕ тума çĕр уйăрса пама ыйтма килнĕ. |
1882 | Енĕш Нăрвашра халăха çутта кăларас енĕпе ĕçлекен министерствăн вырăс мар халăхсен пĕр класлă учлищине уçнă. |
1902 | Енĕш Нăрвашри пĕр класлă училищăна икĕ класлă учлиĕ шутне куçарнă. |
1920 | Енĕш Нăрваш шкулĕ çумĕнче ликбез уçăлнă. |
1932 | Енĕш Нăрвашри шкула "Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕ" ята панă. |
1935 | Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕнчен çичĕ çыл вĕренмелли шкул туса хунă. |
1939 | Енĕш Нăрвашра вăтам пĕлӳ паракан шкул ĕçлеметытăннă. |
1958 | Енĕш Нăрвашра икĕ хутлă кирпĕч шкул çурчĕ купалама тытăннă. |
1961 | Шкулăн çĕнĕ çуртне хутя янă. |
1971 | Енĕш Нăрваш шкулĕн 100 çулхи юбилейĕ. Шкула Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп Хучĕпе чысланă. |
1975 | Икĕ хутлă шкул çурчĕ çумне кирпĕчрен тĕртсе спорт залĕ купаланă. |
1990 | Шкул районта чи малтан "БК-0010-01" компьютер туяннă. |
1991 | Ялти историпе асăну музейне "Халăх музейĕ" ята панă. |
1991 | Енĕш Нăрваш шкулĕн 120 çулхи юбилей. |
1996 | Енĕш Нăрваш шкулĕн 125 çулхи юбилей. |
1996 | Енĕш Нăрваш шкулне Чăваш Республикин Хисеп Хучĕпе чыслани çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Хутай кăларнă. |
1996 | Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Енĕш Нăрваш шкулĕнче пулнă, шкула Чăваш Республикин Хисеп Хучĕпе чысланă. |
2002 | Шкул Интернет сеть системине кĕнĕ. |
2002 | Кушкăри татат Нăрваш Салинчи кĕçĕн классене Енĕш Нăрваш шкулĕ çумне пĕрлештернĕ. |
Музей
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялти музея, "Историпе асăну музейĕ" ят парса, 1990 çулхи раштавăн 21-мĕшенче уçнă. Музей И.Я.Яковлев тăрăшнипе 1903 çулта туса лартнă шкул çурчĕнче вырнаçнă. Историпе асăну музеĕнче çакăн пек пӳлĕмсем ĕркеленĕ:
- - этнографипе ял пурнăçĕ;
- - шкул историйĕ;
- - колхоз историйĕ;
- - тăван çĕр-шыва хӳтелекенсен пӳлĕмĕ;
- - И.Я.Яковлевăн асăну пӳлĕмĕ;
- - ӳкерçĕсен пӳлĕмĕ;
- - ӳкерчĕксемпе кӳлепӳсен пулĕмĕ;
- - музей фончĕн управ пӳлĕмĕ.
1991 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне "Раççей Федерацийĕн халăх музейĕ" ята панă. Халĕ вăл "Енĕш Нăрваш историпе асăну халăх музейĕ" ятлă.
Музейра пурĕ 5316 экспонат. Вĕсен шучĕ кунсеренех хутшăнса пырать.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Данилов Дмитрий Данилович, литература тишкерӳçи, вĕрентӳçĕ. Театр тĕпчевçи.
- Данилов Михаил Данилович, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи.
- Иванов Алексей Васильевич, Аксар студин ертӳçи.
- Кузьмина Вера Кузьминична, актриса.
- Максимов Степан Максимович — чăваш композиторĕ, чăваш халăх юррисене пухаканĕ, педагог.
- Сверчков Никита Кузьмич, сăрлав ӳнерçи, график
- Спиридонов Григорий Спиридонович, профессиллĕ пĕрремĕш чăваш кӳлепĕçи.
- Спиридонов Моисей Спиридонович, сăрлав ӳнерçи, график.
- Ванеркке Николай Иванович, çутĕçпе культура ĕçченĕ.
- Хумма Çеменĕ, чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ, тăлмачĕ.
- Никӑлай Юшунев (1895-1942), Чӑваш АССР Тӗп ӗҫтӑвкомӗ предҫедателӗ (1927-1929).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тăвай районĕн сайтĕнчи статья
- Чăваш Енри пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш энциклопедийĕ
- Енӗш Нӑрвашри музейра курав уҫӑлнӑ
Тăвай районĕнчи пурăна вырăнсем |
|
---|---|
Администраци центрĕ: Тăвай ялĕ Ялсем: Амалăх • Анаткас Тушкил • Вăрманхĕрри • Вăтаяль • Енĕш Нăрваш • Йăнтăрччă • Кĕрше • Кармал • Кивĕ Пуянкасси • Кивĕ Элпуç • Киччĕ • Кушкă • Лачкасси • Мучар • Нăрваш Сали • Нӳшкасси • Октябрь • Сăхăтпуç • Çăлпуç • Çĕнçырма • Çĕнĕ Ишпуç • Çĕнĕ Пуянкасси • Тăвай • Тăрмăш • Тĕмер • Тенеяль • Турикас Тушкил • Улянкă • Ураскасси • Чутей • Чӳкçырми |