Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Кавказри Албани

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Азербайджан истори тееместĕн. Азербайджан историйĕ темелле. Туртăм (камăнлăх) категорийĕсĕр кунта май çук. Калăпăр, Чăваш чĕлхи тетпĕр. Чăваш чĕлхе мар. Тата ытти те. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:01, 16 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Дагестанра çав тери нумай халăх пурăнать. Кашнин пирки Чăваш Википедийĕнче статьясем пухса лараймастăн. Пыршă-пакарта тепĕр май тавăрăнса ларать. Унашкал статьясем кунта, тен, кирлех те мар. Вырăссем хыççăн сикейместĕн. Çаванпа та «Табасарансен историйĕ» йышши категорисене малтан кĕртмен. «Табасарансем» тесен те çителеклĕ тесе шутланă.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:06, 16 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
Пĕрреллĕ хисепре йĕ çыратăп, нумайлă хисепре сиктерсе хăваратăп — такăнтарать.
Пĕрре çырса кайрăм та сулăмпа, çырсах пĕтерĕп. Тен, кайран кирлĕ пулĕ, унсăрăн пăтрашăнса кайĕ. Viktor (сӳтсе явни) 21:20, 16 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
Ытлашши темĕп. Никама та чышмасть. Çавăн пекех «Азербаджанра пулнă историлле патшалăхсем» категори те ытлашши пуль тенĕ. «Азербайджан историйĕ» тенипех çырлахнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:25, 16 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Кавказри Албани страницӑна сӳтсе явма пуҫла

Сӳтсе явма пуҫла