Сӳтсе явасси:Казахстан
Курӑнакан калӑплав
Касакстан?
[кодне тӳрлет]Хӑҫан эпир ку патшалӑха Касакстан тесе ҫырма пуҫларӑмӑр вара? Вандализм мар-и? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:44, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Лӑплан, йӗрсе ан яр ак тата, пӗтӗм сӑмахсене вырӑсла ҫырманшӑн. Вандализм мӗн иккенне пӗлетӗн-и? Мана кунта айӑплатса тӑран тата. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 17:40, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вандализм — йышӑннӑ йӗркене пӑсни. Казахстан вырӑнне Касакстан ҫырни — шӑп ҫавӑ. Унта та пулин пӗр пек ҫырайман: пӗр вырӑнта Касакстан, тепӗр вырӑнта Касахстан... Википеди сире валли кӑна пулмалла мар, унпа пурте усӑ курмалла. Сирӗн пек алхассан усӑсӑр япала пулса тухать. Кураҫҫӗ те ун пек ҫырнине — тӳрех хупаҫҫӗ! Хальхи орфографине хӑвӑн пек ҫырма ирӗк пани ҫине улӑштарайсан — ыйту ҫук, сан пек ҫырӑпӑр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:40, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ӑҫтан эсӗ вара хӑвӑн чӑваш чӗлхин йышӑннӑ йӗркесене шухӑшласа кӑлартӑн? Ӑҫта ҫак документ, хӑшӑнчӗ Касакстана чӑвашла зх урлӑ ҫырма хушнӑ? Ӑҫта санӑн ҫӑлкуҫусем, хӑшсем пирки ялан калаҫан эс? Хӑратса та ан тӑр мана кунта, хупаҫҫӗ тесе, намӑсланса ан тӑр тархасшӑн. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 19:50, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ара сана вӗсене кӑтартсан та эсӗ йышӑнмастӑн-ҫке. «Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ», 2002 ҫул (ҫӗнӗреххи тухман-ха), 87-мӗш страница. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:56, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ӑҫтан эсӗ вара хӑвӑн чӑваш чӗлхин йышӑннӑ йӗркесене шухӑшласа кӑлартӑн? Ӑҫта ҫак документ, хӑшӑнчӗ Касакстана чӑвашла зх урлӑ ҫырма хушнӑ? Ӑҫта санӑн ҫӑлкуҫусем, хӑшсем пирки ялан калаҫан эс? Хӑратса та ан тӑр мана кунта, хупаҫҫӗ тесе, намӑсланса ан тӑр тархасшӑн. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 19:50, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вандализм — йышӑннӑ йӗркене пӑсни. Казахстан вырӑнне Касакстан ҫырни — шӑп ҫавӑ. Унта та пулин пӗр пек ҫырайман: пӗр вырӑнта Касакстан, тепӗр вырӑнта Касахстан... Википеди сире валли кӑна пулмалла мар, унпа пурте усӑ курмалла. Сирӗн пек алхассан усӑсӑр япала пулса тухать. Кураҫҫӗ те ун пек ҫырнине — тӳрех хупаҫҫӗ! Хальхи орфографине хӑвӑн пек ҫырма ирӗк пани ҫине улӑштарайсан — ыйту ҫук, сан пек ҫырӑпӑр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:40, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Казахстан
[кодне тӳрлет]Молодец, большое спасибо сана, Казахстан ҫырса панӑшӑн, Кăркăсстана, Киргизия ҫинне переименовать туха, ату вулама удобно мар. Заранее спасибо сана. Эпӗ ку комментарийне хальхи орфографипе ҫырма тӑрӑшрӑм, мӗн те пулин правильнах мар пулсан, мана исправить ту тархасшӑн. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 18:15, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ан йӗрмӗшсе тӑр. Малтан чӑвашла ман шая таран вӗренсе ҫит те вара вӗрентме пултаратӑн. Казахстан ялан ҫапла ҫырӑннӑ, Кӑркӑсстан та ҫавӑн пек. Эпӗ Кӑркӑсстан пирки пӗр сӑмах та пулин каларӑм-и? Сӑмах халь Казахстан пирки. Хальхи орфографипе Казахстан ҫырӑнать. Халӑхӗ те казахсем. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:37, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Казахстан, Казахсем ку вырӑс сӑмахӗсем, К вырӑнне Х ҫырма, комунистсем вырӑс чӗлхи валли шухӑшласа кӑларнӑ, казаксемпе пӑтраштарас мар тесе, анчах та чӑвашла кун пек ҫырма никам та сӗнмен, касаксем уншӑн казахсем пулса тӑмареҫ. Ытти Раҫҫейри тӗрӗк халӑхсен никамӑн, пуҫне те х урлӑ ҫырма шухӑш пырса ҫапӑнмарӗ, тав турра пирӗн Николай Плотников пур. Кун пек манкуртлă ентешсемпе, тӑшмансем те кирлӗ мар. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 19:28, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тӑванӑм, эп сана япӑх сӑмахсемпе асӑнса-и? Ҫынсемпе йӗркеллӗ калаҫма вӗрен малтан. Малтан ман чухлӗ ӗҫ ту та вара мана манкурт тесе ятла. Хусан тата ытти сӑмахсене ӗнтӗ коммунистсем чӑвашсене вӗрентнӗ... Сирӗн чӑвашлӑха аталантарасси мар малта тӑрать, хӑвӑр мантӑр кӑмӑлӑра тивӗҫтересси. Ҫавна пулах эпир, чӑвашсем, ыттисенчен кая юлса пыратпӑр. Ҫав вӑхӑтра ыттисем мала каяҫҫӗ. Тутарсем кӑна мар, пушкӑртсем те пире хыҫа хӑварнӑ. Мӗншӗн? Ара сирӗнешкел «мӗнле ҫырас килет, ҫапла ҫыратпӑр» принциппа усӑ куракансене пула. Мӗншӗн никам та Википедине аталантармасть? Пурте уҫаҫҫӗ те, вулама май ҫукран хупаҫҫӗ. Словарьсӗр вӗт-ха вулама май ҫук. Пур-и ҫакӑн пек ӗҫрен усси? Пач та ҫук! Тата мана манкурт тесе ятлатӑр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:52, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Юрӗ, мӗн пуррипе килӗшер, чарӑнар, хам ытлашши вӗрилентем. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 20:00, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)