Сӳтсе явасси:Калани
Курӑнакан калӑплав
Вырăсла "наклонение" теççĕ. Хуть те мĕнле "каланине" мар, ГЛАГОЛА çеç пырса тивет. Глагола çеç пырса тивет. Ытти йышши нимле сăмаха та пырса тивмест. Глаголăн категорийĕ. Глагол хăш еннелле "тайăлнине" палăртать. Калулăх еннелле тайăлсан — калу тайăмĕ, емĕтленÿ еннелле тайăлсан — ĕмĕт тайăмĕ, килĕшÿ еннелле тайăлсан — килĕшÿ тайăмĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:05, 18 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)
Калани теейместĕн ăна
[кодне тӳрлет]Калани теейместĕн ăна. Вăл енне кайсан ăна хуть те мĕнле самахпа та палартма пулать. Хуть хăмпă те, хуть сăмавар те, хуть аборт те, хуть шăрчăк те.... Ниме пĕлтермен сăмахсем ку енĕпе. "Калани" текенни те çавах.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:33, 18 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)
- Сăмах тупсăмĕ енчен шутласан, калани терминпе глагола палăртмалла, апла. Наклонение (mood = настроение = кăмăл) вара епле? Маншăн кăмăллани аванрах. Вырăс грамматикин структурине хăйне урăх чĕлхесенчен илнĕ. Нимĕç, акăлчан чĕлхисене пăхас пулать. Унсăр эпир пăсăк телефон вăййинче çеç. Viktor (сӳтсе явни) 22:16, 18 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)
- Нимле пăсăк телефон вăййи те мар. Тахçантанпах "тайăм" пулнă. Вăл никама та пит чăрмантраман. Анчах "вандал" килнĕ те — "тайăлни" (ăсран тайăлни?) тенине çатлаттрнă. Вара аптранă енне (аптранă кăвакал кутăн чăмнă?) "калани" туса хунă.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:53, 19 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)
- Апла, глагол термина калани темелле. Viktor (сӳтсе явни) 20:27, 19 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)
- Мĕншĕн? Хатĕрри пур вĕт? Ĕçхĕл=Глагол. Тимухха Хĕветĕрĕ сĕннĕ. 1920-30-мĕш çулсенче усă курнă. Тимухха Хĕветерне ГУЛАГа ăсатса вĕлерсен усă курма чарнă. Халь вара ма хăраса тăмалла? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:04, 19 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)
- Апла, глагол термина калани темелле. Viktor (сӳтсе явни) 20:27, 19 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)