Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Мранькка Никифор Фёдорович

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Итлĕр е Элнет?

[кодне тӳрлет]

Петĕр Ялгир справочникĕнче пĕрремĕш драми «Итлĕр» ятлă пулнă тесе çырнă. «Элнечĕ» — кайран. PCode 08:50, 21 кăрлач 2007 (UTC)

Том тата кĕнеке

[кодне тӳрлет]

Ман шутпа ку икĕ пĕлтерĕш пĕр тан мар. PCode 19:40, 11 çурла 2007 (UTC)

6 томлă мар, пилĕк кĕнекеллĕ!!

[кодне тӳрлет]

Каялла тăвакан ПКоде тусăм, Ĕмĕр сакки сарлака кĕнеке халь ман умра. Е эпĕ спам çыратăп иккене шухăшлатăн-и? Умсăмахра вулатпăр: "...Н. Мранька çуралнăранпа 90 çул çитнĕ тĕле Чăваш кĕнеке издательстви пилĕк кĕнекеллĕ "Ĕмĕр сакки сарлака" романа виçĕ тома пĕрлештерсе кăларма йышăнчĕ. I-мĕш томра пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекесем пулмалла, II-мĕш томра - виççĕмĕш кĕнеке тата тăваттăмĕш кĕнекен пĕрремĕш пайĕ, III-мĕш томра - тăваттăмĕш кĕнекен иккĕмĕшпе виççĕмĕш пайĕсем тата пиллĕкмĕш кĕнеке. Тен, çырса пĕтереймен улттăмĕшл кĕнеке сыпăкĕсене те кунтах вырнаçтарма тивĕ."

Мранька том мар, кĕнеке тесе каланă! Улттăмĕш кĕнекене вăл çырса пĕтермен. Ку Википеди, фантазисен пуххи мар, ху евĕр те калатăп.

Эпĕ фантазировать тумастăп-çке :) Пурри çинче никĕсленетĕп. PCode 06:29, 12 çурла 2007 (UTC)

Ман кĕнекем: Мранька Никифор. Ĕмĕр сакки сарлака. Шупашкар - Чăваш кĕнеке издательстви. 1989 ç. Ăна тупсан уçса пăх. --Chavash 21:58, 11 çурла 2007 (UTC)

Ман алăра вара 2000 çулта тухнă Петĕр Ялгирăн «Чăваш литератури энциклопедийĕ». Унта 6 томлă тесе çырнă. 2005 çулта тухнă вырăсла варианчĕ (ăна кăлfрнă чухне нумай çынсене хушнă, информацине çĕнетнĕ. Анчах та вăл малтанхи кĕнеке çинче никĕсленет пулас...) те 6 томлă тет. Ман тата 1968 çулта тухнă «Чăваш писателĕсем» кĕнеке пур. Унта виçĕ кĕнеке çинчен асăннă. Тăваттăмăшĕпе ĕçлени çинчен палăртнă. Вырăс синонимĕсем тăрăх кĕнеке=том (нумай кĕнекерен тăракан пĕр пайĕ). Çапах та «6 кĕнекерен тăракан» тесе çырмалла пулĕ. Е 6 томран. 6-мĕш томне çырса пĕтерейменни çинчен çырмалла. Çырса пĕтереймен пулсан та пĕр пайне çырнă-çырнах. PCode 06:29, 12 çурла 2007 (UTC)
окей. ку компромисс. Питĕ лайăх. --Chavash 14:33, 12 çурла 2007 (UTC)
Сăмах май каласан, тен çак статьяри информацине кĕртетĕн? «Чăваш писателĕсем» (1968) кĕнекерен кĕртрĕм. PCode 07:08, 12 çурла 2007 (UTC)

2 "к" çырасси такăнса/тытăнса калаçакансем валли е итал чĕлхи енне сулăнни пулать? Viktor (сӳтсе явни) 05:01, 4 Ака уйăхĕн 2016 (UTC)

Ванькка, Санькка, Мранькка, çавăн пекех: Пăркка, Пракка, Валькка, Ухтеркке, Ванеркке.... --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:43, 4 Ака уйăхĕн 2016 (UTC)

Ак çакăнта тĕрĕс çырнă: Мранькка --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:47, 4 Ака уйăхĕн 2016 (UTC)

Вырăсла версире те тÿрлетрĕмĕр, ку ыйтупа текста ятарлă пай кĕртрĕмĕр. Курăпăр, мĕн тейĕç унти админсем. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:16, 4 Ака уйăхĕн 2016 (UTC)

Юрать, апла пулсан, наследие сайтра тĕрĕссинех çыраççĕ пулĕ. Чăваш тĕнчи, Авалхи чăваш ячĕсем статьясемпе паллашăр, тархасшăн. Йăнăшсене тӳрлетĕр, çитменнине хушăр. Viktor (сӳтсе явни) 15:59, 4 Ака уйăхĕн 2016 (UTC)
  • Кунта проблема çакăнта: çыравçă хăй пурăннă чухне те Мранька çырнă. Эппин Никифор хăта хăй те пĕлсех пĕтереймен кунашкал нюанссене. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:05, 4 Ака уйăхĕн 2016 (UTC)

МраньККа

[кодне тӳрлет]

Борис Чиндыков МраньККа тет. https://boris-chindykov.livejournal.com/tag/Мранькка --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:11, 8 Çу уйăхĕн 2018 (UTC)