Сӳтсе явасси:Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ
Курӑнакан калӑплав
«Призмăлла мăн çăлкуç» темелле. Мăнни, пысăкки кунта призма мар. çăлкуçĕ хăй. Призма тени — пулăшу сăмахĕ çеç. Çăлкуçĕ пысăк, мăнă. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:34, 30 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Ку çăлкуçра нимле призма та çук. Çăлкуçĕ хăй — призма. Призма пек çăлкуç. Урăхла каласан, призмăлла (призма евĕр) çăлкуç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:40, 30 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Мĕншĕн ха çăлкуçа призмăлла (призма пек) тенĕ? Мĕншĕн тесен вăл, ун витĕр каякан çутă пайăркисем тĕрлĕ майлăн хуçăлнине кура тата ытти сăлтавсемпе, нумай-нумай тĕссемпе ялкăшса тăрать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:48, 30 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Темле каласан аван ӗнтӗ. «Сӑлкуҫ» тени те кунта вырӑнлӑ мар. Калӑпӗпе вӑл кӳлӗ пек. Ытла нумай пуҫа ватса тӑрас мар тесе вара «Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ» терӗм. Ячӗ акӑлчан чӗлхинчен килет пуль ӗнтӗ, чӑн чӑвашла калас пулсан — «тӗрлӗ тӗслӗ мӑн кӳлӗ» темелле. «Источника» кунта тата «ҫӑлкуҫ» тесе мар, «вӗри шыв» е «вӗри кӳлӗ» (ахаль вӗри шывпа пӑтраштарас мар тесе) теме пулать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 21:34, 30 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Ку ята вырăнти çынсем, объекта куллен курса тăракансем, панă. Эпир вара, çавна нихçан курманскерсем, «лайăхлатма» шутлатпăр-и? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:50, 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Ла-ле/лă-ле аффикссемпе епле усă курасси кулăшла пулать. Ла-ле хыççăн инфинитив/глагол çырсан ăнланмалларах/хитререх пулать, манăн шухăшпа, анчах эпир халĕ те васканипе, те кĕскетес тесе çапла çыратпăр. Сăмахран, пур çăпаталлă трактор теççĕ: çăпати çук — çăпата евĕрлĕ трактор — абракадабра (каллех чăваш шутласа кăларман!) тухать. Анчах çеç кĕртес тенĕ пулсан, Ellodanis5 çăпаталла трактор тееччĕ. Мĕншĕн? Унччен çырман палăрту. Пуç купташкине кашни çынна хăйне евĕр матриц/а/ă кĕртсе лартнă, пĕрлехи знаменателе (çакна чăвашла куçарман-ха) лартмалла та... Контента кунта нумайрах тултарсан, çак проблема ача чухнехи чир пекех иртсе кайĕ. Viktor (сӳтсе явни) 13:15, 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Мĕн шутласа кăларан? Аффикссен списсăкне пăх та уйăрса ил, унта йăлтах каланă. Çапаталлă трактор тесе, ахăртнех, гуççĕнитсăллă трактора калаççĕ. Гуççĕнитса вырăнне çапата тенĕ те, çапла пулса тухнă. Епле çăпати çук? Çăпата унта — гуççĕнитса. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:48, 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Гусеница хăйĕ те хурт-кăпшанкă. Метафора ăшĕнчи метафора... Призма ăшĕнчи/шалĕнчи кӳлĕ тесен? Viktor (сӳтсе явни) 14:45, 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Мĕншĕн тикĕс вырăнтах такăнмалла? Пурте уçамлă-çке? Кÿлĕ мар, çăлкуç (оригиналта). Призма мар, призматик (оригиналта). Шкулта вĕреннĕ çын пĕлет, уччиччĕл опыт та лартса панă: кĕленче призма витĕр кăларнă çутă пайланса каять те тĕрлĕ тĕссем çине саланать. Кунта çавнашкал призма пекки — çăлкуç хăй. Нимле шал та, нимле тул та кунта çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:26, 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)