Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Радиоактивлă каяш

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Каçăсем

[кодне тӳрлет]

Кунта нумайăшне хуратмалла. Статья пĕчĕк — каççисем нумай. Илемсĕр. PCode 10:41, 22 юпа 2007 (UTC)

Статья ячĕ

[кодне тӳрлет]

Статья ячĕ ПИТĔ япăх, чăвашла мар!!! Икĕ паллă ячĕ пĕрле тăраççĕ, япала ячĕ çук. Мĕн сĕнмеллине те пĕлместĕп. Чĕлхеçĕсенчен ыйтса пĕлмелле. PCode 10:41, 22 юпа 2007 (UTC)

Хыт ан ятлаç-ха. Эп сĕм вăрмана кĕрсе кайнă-çке. Кунта пĕр чăваш та çук, пулăшу никамран илме çук. Вăраххăн, майипен тăвăпăр Куç хăрать те пуç шутлать. Viktor 18:07, 22 юпа 2007 (UTC)
Эпĕ ятлаçмастăп :) Ячĕ питĕ хăрушă та — çавă çеç. Эпĕ чăваш мар-им? :) Вăрманĕ ытла сĕм варманах мар-ха :) Сирĕн сăмахсарсем (словарьсем) пур-и? Çук пулсан, атя ярса парам. Эпĕ хам, малтан, пуçланă чухне, сăмахсарсăр куçараймастăмччĕ. Халĕ чĕлхе таврăна пуçларĕ. Çапах та йăнашсем пур ман. Хăш-пĕр чухне сăмахсарсăр кирлĕ сăмаха тупаймастăп. Усă курма вара эпĕ хутлине те, электронлине те усă куратăп.
«Отходы» сăмахăн куçарăвне эпĕ тупрăм — каяш. Шел те, шывравçăсем халĕ те ку сайта пĕтĕмпех индексласа тухаймаççĕ. гуль 2 пине яхăн, Яндекс тăватă пин çурă страницă кăна пăхса тухнă. Унти сăмахсен шучех 25 пине яхăн! Пĕтĕмпех индексласа тухнă хыççăн шыравçăсем урлă та кирле сăмаха тупма пулĕ. PCode 19:19, 22 юпа 2007 (UTC)

прилагательное? числительное? существительное? Viktor 18:17, 22 юпа 2007 (UTC)

«Юлашки» — ытларах паллă ячĕ (прилагательное), хăш чух кăна вăл япала ячĕ пек усă курăнать. «Радиоактивлă» сăмах та паллă ячĕ пулнă май вĕсем иккĕшĕ çыхăнса сăмах майлашăвне (сăмахçаврăнăшне) тăваймаççĕ. PCode 19:22, 22 юпа 2007 (UTC)