Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Рим попĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мӗншӗн Рим попӗ?

[кодне тӳрлет]

Тен, ҫавах та, хӑнӑхнӑ пек «Рим папи» темелле? Мӗншӗн «Рим пупӗ» мар? Ма «поп» темелле? Православи пупӗсем те хӑйсене хальхи вӑхӑтра «пуп» тесе калаттарасшӑн мар, кунта вара — шаплаттарса хунӑ, тата вирьялла ӑсталанӑ… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:47, 20 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Атте (папа) килте пурăнать. Акăлчанла поуп (вырăсла папа тесе тем куçарнă) теççĕ. Православире батюшка, чăвашла пачăшкă. Viktor (сӳтсе явни) 18:58, 20 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Паппă. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:18, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

«Папа» тесе хӑварсан мӗн пулать? Хӗвел тепӗр енчен тухать-им? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:10, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Папа» пек хăварсан [Паба] пулать. «Папа» ([паба]) тесе вара чăваш чĕлхинче пĕчĕк ачана калаççĕ. Чăн та, лешне нараста теме пулать. Анчах вăл сăмаха нумай çын пĕлет-и? Пĕлсен, мĕнех вара? Синонимсем. Карттă вырăнне карта хăварсан мĕн пулать? Кунта та çавах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:40, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]