Сӳтсе явасси:Студень
Курӑнакан калӑплав
Cÿтĕн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 00:02, 25 Нарăс уйăхĕн 2018 (UTC)
- Сӳтĕн - сӳтĕл, сӳтсе яв. Пăтраштарса ярать çеç, пулĕ. Халĕ вара никам та ун пек калаçмасть, студĕн, холодец теççĕ. Эпĕ кунта кăштах чăвашла сас паллиние кĕртрĕм. Чăваш орфографине, уйрăммăн мĕнле çырмаллине, уйрăммăн мĕнле вуламаллине кăтартас пулать, мĕншĕн тесен пĕр çын çемсерех пуплет, тепри — хытăрах, виççĕмĕшĕ - уççăноах, тăваттăмĕшĕ — хупă сасăсене çавартан ытлах кăлармасть. Чăвашсен, апла пулсан, фонограф çине сырса хурас пулать тĕрлĕ çын мĕнле сăмахлать. Юлашкинчен, студен сăмахĕ славянсен, çав териех ытла улăштарни кирлех-ши? Чĕлхе изоляционизмĕ еннелле суллантармасть-и çакнашкал йăла? Viktor (сӳтсе явни) 06:03, 25 Нарăс уйăхĕн 2018 (UTC)
Кунта тĕп идея çавăн пек: "чăвашлатас" пулсан — çав ĕçе вĕçне çитермелле. Çурма çулта чарăнса тăмалла мар. Пирĕн килте яланах сÿтĕн тетчĕç. Сÿтĕлессине чăваш чĕлхинче хăçан та пулсан сÿтĕн тенине нихçан та илтмен. Яланах сÿтĕЛ теççĕ. Ну паллах çимĕç пирки стутĕн, студĕн тени те аптрамасть ĕнтĕ.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:13, 25 Нарăс уйăхĕн 2018 (UTC)
- Вырăсларан кĕнĕ — çаплах юлтăр, апла. Viktor (сӳтсе явни) 14:39, 25 Нарăс уйăхĕн 2018 (UTC)
- Вырăсларан кĕнĕ тени чăваш сăмахĕ маррине пĕлтермест. "Пĕрене" вырăнне "Бревно" теместпĕр вĕт? Чустана та никам та чăвашла "тесто" темест. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:20, 25 Нарăс уйăхĕн 2018 (UTC)
- Анчах та сӳтĕн тесе çырнине эпĕ пĕрремĕш хут куратăп. Хулара пурăнакан çын кăна курсан, тĕлĕнсе кайĕ, архаизм тейĕ. Viktor (сӳтсе явни) 15:30, 25 Нарăс уйăхĕн 2018 (UTC)
- "Хыпар" хаçат пелтерет: Сĕтел çине сÿтĕн, "кĕрĕк" айĕнчи селедка ?салат%, Прибалтика шпрочĕ лартнă.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:19, 25 Нарăс уйăхĕн 2018 (UTC)
- Çапла çырсан, сăмахăн тупсăмĕ çухалнă, темелле. Студень - студёный. Селёдкăна чăвашлатман вара. Viktor (сӳтсе явни) 19:15, 25 Нарăс уйăхĕн 2018 (UTC)
Каккуй чăвашла, вырăсла та «студень» темеççĕ!
[кодне тӳрлет]ru:Холодец. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:22, 30 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)
- Звениговăра холодец (кăлпасси хормипе) те, студень (контейнера хураççĕ) те тăваççĕ. Иккĕмĕшне çулла тумаççĕ. Viktor (сӳтсе явни) 19:14, 30 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)
«Студень» мар
[кодне тӳрлет]Çапса пăрахсан та «студень» мар. Сÿтĕн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:57, 6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)