Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Хункăр чĕлхи

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ман халь ҫак вырӑнсӑр сӑмахпа усӑ курмалла-им?

[кодне тӳрлет]

Ак халь ман «lang-hu» шаблона пула сирӗн никам усӑ курман «хункӑр чӗлхи» ятпа усӑ курмалла-им??? Сире пула текста копилесе илмелле те чӑваш чӗлхин корпусне кӗртиччен мӗнпур «хункӑр чӗлхинчен» тасатмалла пулса тухать-им? Ну ҫыртӑр Википедире «хункӑр» тесе. Вара? Усси пулчӗ-и? «Хыпар», «Наци телекуравӗ» сирӗн хыҫҫӑн кайрӗ-и? Кӗнекесенче ӗнтӗ Венгри мар, Хункри ҫырма тытӑнчӗҫ? Ҫапла-и? Ун вырӑнне ҫынсен калӑпӑр, Википедирен илнӗ текстра сирӗн «Хункӑрсем» вырӑнне «Венгри» ҫине ылмаштарса ларма тивет. Ҫынсен ӗҫне ытла та ҫӑмӑллататӑр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:55, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]