Сӳтсе явасси:Хура хăвăл

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хура хăвăл[кодне тӳрлет]

Хура шăтăк пулмалла.--Царевич Тихон (сӳтсе явни) 18:26, 22 Чӳк уйăхĕн 2018 (UTC)

Ескер витĕр тухакан шăтăк=хăвăл. Viktor (сӳтсе явни) 18:40, 22 Чӳк уйăхĕн 2018 (UTC)
  • "Хăвăл" тата "Hole" хушшинче чĕлхе пĕлевĕ телĕшĕнчен пăхсан нимле çыхану та çук. Ăнсăртран пулнă пĕрпеклĕх. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:20, 9 Раштав уйăхĕн 2018 (UTC)

Мĕн-ха вăл "хура шăтăк"?[кодне тӳрлет]

Мĕн-ха вăл "хура шăтăк"? Уçлăхра темле вырăнсем пур: унтан электромагнитала хумсем тухаймаççĕ. Çавăнпа вĕсене "шатăк" теççĕ. Вырăс чĕлхинче калаççĕ вĕт тухса-кĕме май çук вырăна "дыра" тесе? <<Я живу в полной дыре, нисего здесь нет — ни дорог, ни магазина, ни даже электричества. Только изредка, в неделю один раз, приходит автолавка>> (с) Чăвашла епле ят парасси тута-масаран çеç килет, урăх нимрен те мар. Питех тавлашмасан та юрать.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:53, 9 Раштав уйăхĕн 2018 (UTC)

Сансăрах пĕлепĕр, хура шăтăк мĕнне, унăн гравитацине (туртнă вăйне) иртме космический скоросчĕ секунтра виççĕр пин километртан пысăкрах пулмалла тăр, ытлаши хăвăрт я хӳллен çаврăнипе тĕр.--Царевич Тихон (сӳтсе явни) 21:05, 9 Раштав уйăхĕн 2018 (UTC)
Хĕсĕр ăслă пулмалла мар. Пĕр сăмахпа темиçе ăнлава çырни чун чухăннине çеç кăтартать. Чăваш чĕлхи китай чĕлхи мар. Тĕнчери мăн чĕлхесем хăйсенче нумай сăмах пулнипе пуян (пирĕн чĕлхере те, хитре сăмахăн 20 яхăн синоним пулать). Пирĕн те малашне, чĕлхере сайра усă куракан сăмахсене калаçăва кĕртмелле - чăваш чĕлхи анлăрах та, тарăнрах пултăр тесе. Паллах, çарти хĕсметре тăма нумай сăмах кирлĕ мар. Банкра ĕçлекене калаçура 2000 сăмах пулсан та çитет, теççĕ. Сăмахран, эпĕ çырнă статьясене тĕрлĕ вырăнти калаçури сăмахсене кĕртме ӳркенместĕп. Çаплах пурне те çакнашкал тума сĕнетĕп. Viktor (сӳтсе явни) 21:24, 9 Раштав уйăхĕн 2018 (UTC)
  • Вырăсла мĕншĕн "дыра" тенĕ? Мĕншĕн тесен вăл — пĕрре унта лексен каялла тухма май çук вырăн теме пулать сăнрлăн. Ытти вырăнсемпе çыхăну тытма та çук электромагнитла хумсем ниста та кайманран. Медвежий угол, дыра. Анчах та унашкал вырăна вырăсла "дупло" темеççĕ. "Я живу в дупле" текен каларăш çук. Чăвашла "хавăл" тенин мыскари менре-ха? — Акалчанла вариантпа пер пекрех илтеннинче! Çавă çеç...Анчах та тутарла, авă, "куыш" пулать хăвăл тени (ламбдаизм сигматизмпа улшăнать).--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:54, 10 Раштав уйăхĕн 2018 (UTC)
Çапли çапла ĕнтĕ филологи енчен. Ăнчах çак пулăма ытларах Анăçра тĕпченĕ. Энерги те çак объект витĕр, урăхланса, тухма пултарать. Эпир пĕр сăмахсемпе çеç калаçма хăнăхнă. Сăмахран, ял çыннисемпе калаçнă чухне тĕрлĕ терминсемпе усă курсан ăнлану тарать. Çакăнтан хăрани пур ĕнтĕ. Кунта проблема çапла тесе шутлатăп. Физикăра терминсене ырă ятлăрах тăвасшăн, мĕншĕн тесен ăсчахсем вĕсемпе ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, кама питĕ килĕшет усал сăмахсемпе перкелекен çын? Ĕнесене те ырă ятсем параççĕ. Теорири гипотезăпа, хăвăл вара тепĕр Çут тĕнчене çитерекен канал пулать тени те пур. Рамантика кирлĕ пурнăçра, унсăр пурнăç кичем, пит кичем. Viktor (сӳтсе явни) 12:22, 10 Раштав уйăхĕн 2018 (UTC)
Романтика (ытарлăн калани) тени вырăсла "дыра" тенинче те пур. Акă тепĕр "романтика" тĕслĕхĕ: Очарование (квантовое число)--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:30, 10 Раштав уйăхĕн 2018 (UTC)