Сӳтсе явасси:Чăваш çĕршывĕ Вырăс патшалăхне кĕни

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Иссторире пулни — ун шутне хуть те мĕн те кĕме пултарать. Сăмахран, пĕри такăнса ÿкнĕ те çамкине мăкăль тухнă. Тепри — ÿсĕрле çĕлĕкне çухатнă. Историлле пулăм тени — ахаль-махаль пулăм мар. Пысăк пĕлтерĕшлĕ япала. Çавнашкал кунта уйрăмлăх. Пулăм пирки «историлле» тени кунта хăйĕх мăнаçлăх кÿртет, шăпах çавăншăн вăл унта тăрать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:55, 30 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

Пулăм - явление, пулни - событие. Viktor (сӳтсе явни) 09:00, 30 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
Явление тата событие хушшинче нимле уйрăмлăх та çук. Уйрăмлăхĕ сăмаха ăçта тата хаçан усă курассинче çеç. Событие — ытларах чухне (анчах яланах мар) обществăлла пулăм. Явление — ытларах чухне (анчах яланах мар) çутçанталăкри пулăм. Вырăс чĕлхинчи явление-событие мăшăр чăваш чĕлхинчи пулăм-пулни мăшăр пĕр шайра тăмаççĕ. Пулни тени ниепле те çутçанталăк патне сĕтĕрсе каймасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:55, 30 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
Пулăм (явление) темиçе хутчен пулать (сăм. çутçанталăкри пулăм), пулни пĕрре çеç е ăнсăртран тепре. Viktor (сӳтсе явни) 22:13, 30 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
Килĕшетĕп. Анчах та вăл кăна мар унта. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:36, 31 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Истори пулăмсенчен тăрать: пĕр пулăм, тепĕр пулăм, виççĕмĕш пулăм,..., пинмĕш пулăм. Кашни пулăмах пулăм теççĕ. Нумайлă хиспере пулăмсем. Çутçанталăкра та çавах: пĕр пулăм, тепĕр пулăм, виççĕмĕш пулăм,..., пинмĕш пулăм.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:09, 31 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

Акăлчанла[кодне тӳрлет]

Акăлчансем валли те куçармалла пулĕ. Вырăс версипе усă курсан, тĕрĕс пулать-и? Viktor (сӳтсе явни) 13:04, 12 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)

Пăхса куçармалли халь вырăсла версисĕр пуçне ним те çук-ха. Мĕншĕн тесен чăвашла версин тĕп пайне çырман. Вырăсла версие кĕрсе кăштах тÿрлеткелеме вара пулать. Анлăлатма та май пур. Куçарма юрăхсăр теме пултараймастăп. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:38, 12 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)
Кĕртсе лартрă ĕнтĕ. Viktor (сӳтсе явни) 18:11, 12 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)