Чăваш çĕршывĕ Вырăс патшалăхне кĕни
Чăваш çĕршывĕ Вырăс патшалăхне кĕни — 1551-мĕш çулти историлле пулăм. Ун чухне Хусан ханлăхĕн Атăлăн сылтăм енчи çĕрĕсем Вырăс патшалăхне кĕнĕ.
Тĕп ăнлавсем тата ыйтăвăн историйĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку темăпа чи малтан çырнă ăслав статьисем самаях нейтраллă пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Сăмахран, М. Н. Тихомиров академик, ахаллĕн кăна, нимĕнле пафосла эпитетсăр, «присоединение», тет[1]. Унăн статйин шалти шухăшĕ те çавăн пекех:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Конечно, переход чувашей под главенство России не проходил вполне безболезненно. Уже в 1552 г., незадолго до взятия Казани, стали приходить известия, что горные люди волнуются и сносятся с Казанью, отряды горных людей появились даже под Свияжском и отогнали русские стада. Воеводы предприняли поход против «горных изменников» и разорили их села.<Куçару: Паллах, Раççей айне лекни чăвашсемшĕн ним ыратусăр иртмен. 1552-мĕш çул тĕлне, Хусана илес умĕн, ту ен çыннисем пăлханни тата вĕсем Хусанпа çыхăнни пирки хыпарсем килме пуçланă. Çав çынсемех Сĕве хули патне пырса унти вырăссен [выльăх] кĕтĕвĕсене хăваласа янă. Вăйпутсем «ту ен сутăнчăкĕсене» хирĕç харçăсем ирттернĕ, вĕсен ялĕсене тустарса тăкнă.>
Анчах ун чухнех ку пулăм, хуть те мĕнле пулсан та, пурпĕрех малтуртăмлă иккенне аса илтерме те манман:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Оценивая положение Чувашии до и после ее присоединения к России, мы придем к выводу, что присоединение чувашей к России было явлением прогрессивным. В качестве одного из народов, подчиненных Казанскому ханству, чуваши не имели путей для своего развития. Этот путь развития лежал перед ними только в союзе с русским народом. Тяжелый колониальный гнет, который испытывала Чувашия в царской России, был общей участью всех народов, подчинявшихся царизму. Чувашский народ совместно с русским боролся против царизма. «Революция в России не победила бы, и Колчак с Деникиным не были бы разбиты, если бы русский пролетариат не имел сочувствия и поддержки со стороны угнетенных народов бывшей Российской империи»,— указывает И. В. Сталин в своей работе «Об основах ленинизма»<Куçару: Чăваш çĕршывĕн Вырăс патшалăхне кĕнĕ умĕнхи тата хыççăнхи тăрăмĕсене хакласа эпир чăвашсем çапла пĕрлешнин прогрессивлăхĕн пĕтĕмлетĕвĕ патне пырса тухатпăр. Хусан ханлăхне пăхăнса тăнă халăхсенчен пĕри пулнă май, чăвашсен унта малалла аталанма çулсем пулман. Унашкал çул вырăс халăхĕпе пĕрлешнинче çеç тăнă. Чăваш Ен патша Раççейĕнче тÿснĕ колонилле йывăр пусмăр — ытти мĕнпур халăхсенни пек шăпа. Чăваш халăхĕ вырăс халăхĕпе пĕрле патша тытăмне хирĕç кĕрешнĕ."Вырăс пролетраиачĕ унчченхи Раççей империйĕнчи пусмăрти халăхсен çум туйăмлăхне курман-тăк, Раççейри революци те çĕнтереес çукчĕ, Колчакпа Деникин та арканмĕччĕç," — тет И. В. Сталин «Об основах ленинизма» ĕçĕнче.>
Курăнать ĕнтĕ, хăйĕн шухăшĕсене çирĕплетме автор Сталин Иосиф Виссарионович сăмахĕсене те илсе кăтартать (цитаталать).
Чăваш гуманитари институчĕн сайтĕнче çакна вулатпăр[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В кон. 1930-х гг. [Григорьев Петр Григорьевич] выдвинул тезис о добровольном присоединении чувашей к Росс. государству.<Куçару: 1930-мĕш çулсен вĕçĕнче [Григорьев Петр Григорьевич] чăвашсем Вырăс патшалăхне ирĕклĕн кĕнин тезисне кăларса тăратнă.>
Асăннă пулăмăн 425 çуллăх юбилейне кĕтсе илме еплерех хатĕрленни кăсăклă. Кун пирки В. Д. Димитриев самаях уççăн çырса кăтартать[3].
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Сохранившиеся источники показали, что окончательное мирное, по челобитью, присоединение Чувашии к Русскому государству состоялось летом 1551 года. В связи с этим 7 мая 1974 г. я направил в Чувашский обком КПСС следующее ходатайство: “В июне 1976 г. исполняется 425 лет со времени мирного присоединения Чувашии к России. Вхождение в состав России – этапная веха, крупнейшее переломное событие в истории чувашского народа.... Даже в условиях тяжелого классового и национального гнета царизма и господствующих классов России чувашский народ в общении с русским обогащал свой хозяйственный трудовой опыт и культуру... Присоединение Чувашии к России является классическим образцом мирного объединения нерусского народа с русским... Институт просит Чувашский обком КПСС рассмотреть вопрос о целесообразности проведения в июне 1976 г. национального праздника чувашского народа в связи с 425-летнем вхождения Чувашии в состав России. Директор Научно-исследовательского института языка, литературы, истории и экономики при Совете Министров ЧАССР В.Д.Димитриев” [10].<Куçару: Сыхланса юлнă документсем Чăваш çĕршывĕ тĕппипех тата пуççапса Вырăс патшалăхне кĕни 1551-мĕш çулхи çулла пулса иртнĕ. Çавна май 1974-мĕш çулхи майăн 7-мĕшĕнче КПСС Чăваш обкомне çакнашкал ыйту лартрăм: « 1976-мĕш çулхи июньте Чăваш çĕршувĕ Вырăс патшалăхне мирлĕн кĕнĕренпе 425 çул çитет. Раççее кĕни — этаплă шай, чăваш халăхĕн пурнăçĕнчи шултра та çаврăмлă пулăм....Патша саманинчи пуç пулса тăракансен класла тата нацилле йывăр пусмăр малсăлтавĕсенче те чăваш халăхĕ вырăссемпе хутшăнса хăйĕн хуçалăх тата ĕçлев опытне, культурине пуянлатнă... Чăваш Ен Раççее кĕни вырăссемпе вырăс маррисем мирлĕн пĕрлешнин классикăлла тĕслĕхĕ пулса тăнă... Институт КПСС Чăваш обкомĕнчен 1976-мĕш çулхи июньте Чăваш Ен Вырăс патшалăхне кĕни 425 çул çитнипе çыхăннă чăваш халăхĕн наци уявне ирттерессин майлăлăхне пăхса тухма ыйтать. ЧАССР Министăрсен канашĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори, экономика ăслав-тĕпчев институчĕн директорĕ В. Д. Димитриев».>
Василий Димитриевич «добровольность» ăнлав пирки каланисем те кăсăклă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Несмотря на установившуюся практику празднования добровольного присоединения народов к России, понятие “добровольность” связано с высоким уровнем сознательности народа, поэтому наиболее адекватно определение “мирное присоединение Чувашии к России”.<Куçару: Халăхсем ирĕклĕн Раççей çумне пĕрлешнине паллă тăвас йăла пур пулин те, «ирĕклĕн» тени пысăк шайри ăнкарупа çыхăннине кура, «Чăваш Ен мирлĕн Раççейпе пĕрлешнĕ» тесен адекватлăрах.>
1990-мĕш çулта ку шухăша вăл тата ак çапла палăртать[4]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Летописи и другие источники с несомненностью свидетельствуют о том, что вхождение чувашского народа в состав Российского государства произошло в 1551 г. по челобитью, волеизъявлению населения, мирно, с оформлением условий вхождения, изложенных в жалованной грамоте Ивана IV с вислой золотой печатью. Все лето и осень 1551 г. ездили в Москву делегации чувашей и горных марийцев по 500–600 человек. Зная об этом, М.П.Петров писал, что “чуваши приняли добровольно русское подданство. Это было важным этапом в истории завоевания Среднего Поволжья”… И мне приходилось писать о добровольном вхождении чувашей в состав России. Но понятие “добровольность” в межнациональных отношениях, по нынешним представлениям, включает высокий уровень чувства интернационализма и общественного сознания, которого в ХVI в. еще не было. Возможно, вернее было бы придерживаться формулировки “мирное вхождение чувашского народа в состав России”<Куçару: Çырсапыравсем тата ытти çăлкуçсем иккĕленÿсĕр çирĕплетеççĕ: чăваш халăхĕ Раççей патшалăхне кĕни 1551-мĕш çулта пуççапнипе, халăх кăмăлĕпе, мирлĕн, IV Иванăн çакăнса тăракан ылттăн пичетле парнелле грамотинче малсăлтавсене палăртса пулса иртнĕ. 1551-мĕш çулхи çулла тата кĕркунне Мускава 500-600 çынлă чăвашсемпе туçи çармăссен делегацийĕсем çÿренĕ. Вара, çакна пĕлсе, М. П. Петров çырать: «Чăвашсем хăйсен ирĕкĕпе вырăс элтешлĕхне йышăннă. Ку Вăтам Атăлçие пăхăнтарассипе палăрăмлă этап пулнă»... Манăн та чăвашсем Раççее хăйсен ирĕкĕпе кĕни пирки çырма тивнĕ. Анчах та халăхсен хутшăнăвĕсем тĕлĕшпе «ирĕклĕн» тени, хальхи ăнланусемпе, интернационализмăн тата пĕрлĕх ăнланăвĕн çÿллĕ шайне пĕлтерет, XVI ĕмĕрте унашкалли пулман. Ахăртнех, «чăваш халăхĕ Раççее мирлĕн кĕни» тени вырăнлăрах пулмалла пек.>}}
Каллех В. Л. Димитриев 2001-мĕш çулхи кĕнекере çырнине вуласан, анлăрах та тĕплĕнрех курăнать:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Более подробно предпосылки и процесс мирного присоединения Чувашии к России были изложены в исторической справке “О присоединении Чувашии к России”, представленной в обком КПСС в июле 1974 года. В августе того же года в ЦК КПСС была отправлена еще более подробная информация “О присоединении Чувашии к России”.... Ходатайство Чувашского обкома КПСС о разрешении праздновать в 1976 г. 425-летие мирного присоединения Чувашии к России и приложенная к нему историческая справка были возвращены в Чебоксары с предложением отмечать не “мирное присоединение”, а “добровольное вхождение Чувашии в состав России”. Ходатайство обкома КПСС и историческая справка были обновлены введением формулировок, предложенных ЦК КПСС. В ответ было получено постановление ЦК КПСС о разрешении Чувашской АССР праздновать эту дату. Оргкомитет по ее празднованию во главе с председателем Президиума Верховного Совета ЧАССР С.М.Ислюковым обеспечил подготовку и проведение многочисленных мероприятий. Было принято постановление о сооружении в Чебоксарах монумента Дружбы народов.<Куçару: Чăваш çĕршывĕ Раççее мирлĕн кĕрессин малпалăрăвĕсем пирки тĕплĕнрех 1974-мĕш çулхи июльре КПСС Чăваш обкомне янă хăнарта («О присоединении Чувашии к России») пĕлтернĕ. Çав çулхи августра КПСС Тĕпкомне çав ятлах татах та тĕплĕнрех информаци янă. КПСС Чăваш обкомĕ 1976-мĕш çулта Чăваш çĕршывĕ Раççее пĕрлешнин 425 çулне паллă тума ирĕк ыйтни тата ун çумне пĕрлештернĕ историлле хăнар каялла тавăрăннă, лешсем «мирное присоединение» мар, «добровольное вхождение в состав России» паллă тума ыйтнă. Çапла вара КПСС Чăваш обкомĕн тилмĕрĕвне тата историлле хăнара çак хушупа килĕшÿллĕн улăштарнă. Кун хыççăн КПСС Тĕпкомĕ юбилее ирттерме ирĕк панă. Туса хунă Оргкомитет тата унăн пуçлăхĕ, ЧАССР Аслă Канашĕн ертуçи С. М. Ислюков, çавна май нумай ĕçтăвăмсем ирттерессине тивĕçтернĕ. Шупашкарта Халăхсен туслăхĕн монументне тăвассипе йышăну тухнă.>
2001-мĕш çулта Чăваш Ен Вырăс патшалăхне кĕни 450 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ чухне экспертсем «вхождение», «присоединение» терминсемпе-ăнлавсемпе усă курнă[5][6]. Çавăн пекех кăшт каярахпа та çаплах пулнă[7][8].
Мирлĕн пĕрлешни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]РАН тытăмĕнчи Археологи институчĕн ăслăлăх секретарĕ (1978-2001) тата истори ăславĕсен докторĕ (1992) К. А. Смирнов археолог[9] 1978-мĕш çулта каланинчен[10].
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)когда территории Чувашии ещё входили в состав Казанского ханства, здесь появились русские поселенцы, сыгравшие, по-видимому, немаловажную роль в установлении тесных контактов русского и чувашского народов, которые, в свою очередь, привели к мирному присоединению чувашских земель к Русскому государству<Куçару: Чăваш çĕршывĕ Хусан ханлăхĕнче чухнех кунта вырăсссем те килсе вырнаçнă, вырăс тата чăваш халăхĕсем хушшинче тачă çыхăнусем йĕркелеме самаях витĕм кÿнĕ, вара чăваш çĕрĕсем Вырăс патшалăхĕпе мирлĕн пĕрлешесси патне илсе пынă.>
Çапла вара, Кирилл Алексеевич Чăваш çĕршывĕ Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешни тĕлĕшпе унтан та маларах тата ун хыççăн та В. Д. Димитриев тытса пынă йĕрпе пынă теме пулать.
Мĕн тата мĕнле пулса иртни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Çăлкуçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Полное собрание русских летописей. Т. 13. Первая половина. СПб. 1904; Вторая половина. СПб., 1906; Т.20. Ч.1. СПб., 1910; Ч. 2. СПб., 1914;
- Исторический архив. М., 1951. Кн. 7;
- Разрядная книга 1475—1598 гг. М., 1966.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Гусев Т. Г. Присоединение Чувашии к Русскому государству //Записки ЧНИИ. Ч., 1950. Вып. 4;
- Тихомиров М. Н. Россия в XVI столетии. М., 1962.
- Димитриев В. Д. Историография присоединения Чувашии к России.— Ученые записки / ЧНИИ, вып. 52. Чебоксары, 1970. Казанская история. М.; Л., 1954.
- Димитриев В. Д. Документы по истории народов Среднего Поволжья XVI —начал а XVII веков. — Учен, записки / ЧНИИ, вып. XXII. Чебоксары, 1963
- Димитриев В. Д. Чувашский народ в составе Казанского ханства: Предыстория и история / Сост. Д. В. Басманцев; Чувашский государственный институт гуманитарных наук. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2014. — 192 с. — 1000 экз. — ISBN 978-5-7670-2154-3. (в пер.)
- Димитриев В. Д. ВХОЖДЕНИЕ ЧУВАШИИ В СОСТАВ РУССКОГО ГОСУДАРСТВА — Электронла чăваш энциклопедири статья.
- 425-летие добровольного[11][3] вхождения Чувашии в состав России. [Сб. ст.]. Чебоксары, 1977.
- Шмид т С. О. Предпосылки и первые годы «Казанской войны» (1545—1549). — В кн.: Труды Московского историко-архивного института, т. 6, М„ 1954.
- Российская многонациональная цивилизация: Единство и противоречия / Отв. ред. В. В. Трепавлов. — М.: Наука, 2003. — 378 c.
- Трепавлов, Вадим Винцерович (доктор исторических наук). "Добровольное вхождение в состав России" : торжественные юбилеи и историческая действительность / В. В. Трепавлов // Вопросы истории. - 2007. - № 11. - С. 155-163. - (Историография). - ISSN 0042-8779
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Тихомиров М. Н. Присоединение Чувашии к Русскому государству. // Советская этнография. — 1950. — № 3. — С. 93—106. (Ку статья Шупашкарта та кун çути курнă: Тихомиров М. Н. Присоединение Чувашии к России // Материалы по истории Чувашской АССР. Чебоксары: Чуваш. гос. изд-во, 1958. С. 104-128.)
- ^ Григорьев Петр Григорьевич 2022 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1 тата 2 Димитриев В.Д. Д.46 Мирное присоединение Чувашии к Российскому государству.(ĕçлемен каçă) - Чебоксары: Национальная академия наук и искусств Чувашской Республики, 2001 г. - 120 с., с ил. + вкл. ISBN 5-76-77-0501-1
- ^ Димитриев В.Д. М.П. Петров: жизнь и научная деятельность // Историко-этнографические исследования в Чувашской АССР. Чебоксары: ЧНИИ, 1990. С. 22.
- ^ Тишков В. А. Экспертная оценка предложения Президента Чувашской Республики Н. В. Федорова о праздновании в 2001 г. 450-летия вхождения Чувашии в состав Российского государства // Текущий архив общественной организации "Товарищество офицеров "Сыны Отечества"". Ф. 2006.
- ^ Трепавлов В. В. Об обстоятельствах присоединения территории Чувашии к России и обоснованности празднования 450-летнего юбилея этого события в 2001 году // Текущий архив общественной организации "Товарищество офицеров "Сыны Отечества"". Ф. 2006.
- ^ Присоединение Среднего Поволжья к Российскому государству. Взгляд из XXI века // Стенограмма «Круглого стола» в Институте российской истории РАН, 14 ноября 2002 г. / Под ред. А. Н. Сахарова, В. В. Трепавлова. — М., 2003.
- ^ Григорьев Валерий Сергеевич. ИСТОКИ ЕДИНЕНИЯ РОССИИ: О ВРЕМЕНИ ПРИСОЕДИНЕНИЯ ЧУВАШИИ К РУССКОМУ ГОСУДАРСТВУ // Исторические, философские, политические и юридические науки, культурология и искусствоведение. Вопросы теории и практики. Тамбов: Грамота, 2015. № 4 (54): в 2-х ч. Ч. I. C. 43-44. ISSN 1997-292X.
- ^ К.А. Смирнов — Археология.РУ – Открытая библиотека имени В.Е.Еременко.
- ^ Краснов Ю. А., Каховский В. Ф. Средневековые Чебоксары. М., «Наука», 1978. — С.4(Введение).
- ^ Материалы всероссийской научной сессии, проведенной в дни юбилея, были изданы в виде сборника статей. Написанная мною еще в 1974 г. статья “О мирном присоединении Чувашии к Русскому государству” была напечатана под названием “Добровольное вхождение Чувашии в состав Русского государства” (В. Д. Димитриев, 2001-мĕш çулхи кĕнекерен)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Белов, Александр. ЧУВАШИЯ В 2021 ГОДУ ОТМЕТИТ 470-ЛЕТИЕ ВХОЖДЕНИЯ В СОСТАВ РОССИИ И ВЫБЕРЕТ НОВЫЙ ПАРЛАМЕНТ
- Вхождение чувашей в состав Русского государства
- Анастасия Дорошенко. «Чувашскую делегацию» списали за ветхость // pravdapfo.ru
- Чебоксары могут потерять деревянных «Всадников» // regnum.ru
- Монументальная композиция пришла в ветхость // pravdapfo.ru
- Город: «Ирӗклӗх» беспокоит состояние всадников // ru.chuvash.org
Ку Чăваш Енĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |