Сӳтсе явасси:Шуйтан
Шуйдан (=Шуйтан) мар, Шуйттан темелле пуль ĕнтĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:06, 11 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
- Тĕн кĕнекинче епле çырнă? Viktor (сӳтсе явни) 13:25, 11 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
- Авалхи тĕн кĕнекисенче — пĕр Т: Шуйтан. Анчах та ăна вырăс чĕлхин витĕмĕпе çапла çырнă, вырăсла ШАЙТАН пулнăран. Хальхи тĕн кĕнекисенче епле пулнине пĕлместĕп. Курман. Анчах вăл сăмаха пупсем те [шуйдан] темеççĕ. А çырма темле те пулать. Хут чăтать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:13, 12 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
- Уйрăм кĕнеке хатĕрлесе кăлармалли пулĕ çак йĕркесĕрлĕхе уçса яма. Эпĕ пачах ăнланмастăп, хăш чухне пĕр саспалли, тепĕр чухне иккĕ çырмаллине. Пилĕк (поясница), пиллĕк - число, виççĕ, виçĕ (померит). Çапах та текст ăшĕнче виçĕ (виççĕ мар) пукан çыраççĕ. Йывăрăш виçи (виçе) — единица измерения. Лавкка (итал чĕлхинчи евĕр - пĕр тĕпчевçĕ çырнипе, чăвашсен пĕр пайĕ Италири халăхпа пĕртăванлă пулать, те çавă канлĕх памасть) тесе çыраççĕ, темле атавизм йăлипе, çĕнĕлле орфографи (çĕнĕ стандарт) кирлĕ. Çакăнта йĕркелĕх тумасан тултармăш кăлпасси пулать. Е акăлчансен сăмахсарĕнчи пек, пупленĕ чух епле илтĕнине уйрăммăн кăтартмалла, анчах та пур кăткăс йывăрлăха пĕр çĕре чышса хуни чĕлхене вĕренме чăрмантарать. Кам ачаранах чĕлхене алла илнĕ, уншăн пулăшăн шывра ишесси пек ним те йывăр мар, çитĕннĕ çыншăн вара чăвашла вĕренме хĕн... Viktor (сӳтсе явни) 08:45, 12 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
Кĕнеке çырма пулать, анчах тупсăмĕ ансат. Графемăсем епле вуланаççĕ-ха? Икĕ уçă сасă хушшинче тата сонорлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче чухне ЯНРАСА илтĕнет. Урпа = [Урба], Паха = [Паhа], Вăлта = [Вăлда], Пыйтă = [Пыйдă], Выртать = [Вырдать], ..... Çавăн пекех Шуйтан пек çырсан ăна ирĕксĕрех [Шуйдан] пек вулама тивет. Чăннипе вара никам та апла каламасть! Тĕрĕс вулантăр тесен икĕ <<т>> лартмаллах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:11, 12 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
- Вырăс литературинче шайтан сăмахпа усă кураççĕ. Щайдан тесе вуламаççĕ, пĕр т саспалли çеç çыраççĕ. Филологсен ĕçĕ мар, паллах, çак кăткăс шухăша анлă, халăх хушшинче ăнлантарасси, методистсен шкулсене çитермелле ăна. Хупă сасă хытни пусăмран та килет. Viktor (сӳтсе явни) 16:28, 12 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
Шуйтан страницӑна сӳтсе явма пуҫла
Сӳтсе яву страницисенче халӑх Википеди контентне мӗнле лайӑхлатмалли пирки канашлаҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Эсир ку страницӑпа усӑ курса «Шуйтан» страницӑна лайӑхлатас тӗлӗшпе мӗнле улшӑнусем кӗртме май пуррине сӳтсе явма пултаратӑр.