Шăрттан
Шăрттан | |
| |
Компонентсем | |
---|---|
Кирлисем | сурăх/така ашĕ, сухан, чабер, пăрăç хутаçĕ, томат, эрех, кăмпа, |
Май пуррисем | ыхра, лавр çулçи, пăрăç тата тăвар, техĕмсем |
Пĕрпек çимесем | |
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке | |
Медиафайлы на Викиампар |
Шăрттан, — чăвашсем аш-какайран хатĕрлекен апат[1].
Епле хатĕрлемелле
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шăрттана сурăх-така какайĕнчен хатĕрлеççĕ. Хырăмлăха лайăх çуса тасатмалла, унтан ăна вĕри шывра вĕрилемелле, ăшне çĕçĕпе хырмалла, çавăн хыççăн каллех сивĕ шывра çумалла. Хырăмлăхран, шăтăк хăварса, пĕчĕкрех çаврашка михĕ çелемелле, унта сурăх-така какайне тултармалла. Ăна çапла хатĕрлемелле: какая 30-40 грамшар касмалла, унта вĕттĕн туранă ыхра, лавр çулçи, пăрăç тата тăвар хумалла, лайăх хутăштармалла та хырăмлăха тултармалла шăтăкне çыхмалла е çĕлемелле. Аш-какай тултарнă шăрттан тулашне кăштах тăварпа сăтăрмалла, тарăн тăм чашăка хумалла, çине витмелле те вĕри кăмакана хупса (вутă çунтарса кăларнă хыççăн) пĕçерме лартмалла. Икĕ каç лартмалла. Пиçсе çитнĕ шăрттана вĕрилле çиме пама юрать.
Шăрттана нумайлăха усрама тăваççĕ. Ун пек чух какая ытларах тăварламалла, ыхра хума кирлĕ мар. Пиçнĕ шăрттана тата темиçе кун хушши кăмакана ларта-ларта мĕн аш-какай сĕткенĕ тухма пăрахичченех типĕтмелле. Хутран-ситрен вĕри кăмакана лартса типĕтнĕ шăрттана чылайччен усрама пулать. Вăхăтлă пиçнĕ шăрттана хăй халлĕн вĕрилле те, сивĕлле те, сив çупа ăшаласа та параççĕ, хытă типĕтнĕ шăрттанран яшкасем пĕçереççĕ. Шăрттана сулхăн, çил вĕрнĕ çĕрте усраççĕ.
Пайсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕр килограм шăрттан хатĕрлеме
- хырăмлăх 500 г,
- сурăх-така какайĕ 1950 г,
- ыхра 10 г,
- авăртнă пăрăç 0,5 г,
- лавăр çулçи 0,2 г,
- тăвар 20 г каять
Шăрттан пирки илемлĕ литературăра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Петĕр Хусанкайăн (1907-1970) "Çуллахи каç" сăввинчен (1946-1952)[2]:
- ......................................................
- Умра мухтавлă, ĕмĕрхи шăрттан.
- Сып-сывă та сĕтеклĕ хальчченех.
- Сыв пултăр малашне те вăл эппин!
- Çĕршер çул витĕр çитнĕ кучченеç
- Кĕрекерен вăл тухмĕ паян тин...
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Канаш" хаçатăн рецепчĕпе хатĕрлев мелĕ 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чăваш энциклопединчен
- ^ Хусанкай, Петĕр. Эпир пулнă, пур, пулатпăр. Шупашкар, — Были мы, и есть, и будем. 1982. — С.212-14.