Тăрăн ял клубĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тăрăн ял клубĕ, — Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче вырнаçнă культура керменĕ. 1962 çулта уçнă. Унчен культура мероприятиĕсене 1930 çулта йĕркеленĕ ял клубĕнче иртернĕ. Çав çулсенчех клуб çумне кулакран туртса илнĕ пилĕк кĕтеслĕ çурт хăпартса лартнă. Çурчĕ икĕ пайран тăнă. Пĕр пайĕнче колхоз бухгалтериĕ вырнаçнă, тепринче колхоз председателĕ ларнă. 1946 çулта çурт çумне вулавăш валли туса лартнă.

Клубăн пĕрремĕш заведующиĕ Краснов Петр Павлович пулнă.