Контент патне куҫ

Тăрă (архитектура)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тăрă пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Витĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Фарер утравĕсем çинчи хăйне евĕр пӳрт тăррисем. Касса хунă çерем сийĕ ăшăна тытать.
Бухарестри çурт тăрри (Румыни)
Венăри çурт тăррисем (Австри)
Пытарăнчăк хулари тăрă (Пекин, Китай)

Çурт витти е тăрри — çуртăн атмосфера çăвăмĕсенчен, çумăр тата ирĕлнĕ юр шывенчен хӳтĕ паракан çӳлти конструкцийĕ. Унăн тепĕр тĕп функцийĕ — çурта ăшă тытмашкăн (ăшă тытмашкан тата вĕриленсе каясран) изоляцилекен хатĕрчĕк[1].

Промăçлăх çурчĕсене те, чартаксăр ҫуртсене те «витĕпе» тăрăлаççĕ. Анлăрах каласан, витĕсен тĕп тĕсĕсем — маччаллисем те, маччасăррисем те, пысăк лаптак тата кăткăс геометриллисем (формипе лаптакрах) те.

Эксплуатациленĕ чухне çурта витĕмĕ хăйĕн йывăрăшĕпе тата вăхăтлă йывăрăшпе (юр витни, çил-тăвăл аякран хĕсни) епле пусарнине шута илмелле.

Атмосферăпа хутшăнакан çӳлти сийне çивитни (е витни çийĕ) темелле. Ăна шыва витĕр яман, нӳрĕке кĕртмен, хими япалăшне, хĕвел радиацине, шартлама сивĕне тата урăх хаярлăха хирĕç тӳсӗмлӗ материалран тăваççĕ.

Çурт тăррине витмеллисем çăмăл пулмалла, нумая пымалла, хатĕрленĕ тата эксплуатациленĕ чухне хаклă пулмалла мар.

Çурт тăррин конструкцине те, çивитес материала та проект тунă чухнех суйласа илеççĕ, ăна çуртăн фасад дизайнĕпе тата çивитти технологийĕпе килĕштерсе тăваççĕ.

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççейри нормăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи тăрăсене тунă чухне Раççей Федерацинче çирĕплетнĕ нармăсемпе усă курмашкăн чылай документ çырнă, пайĕпе çавсем мораль енĕпе кивелнĕ пулин те, çапах та вĕсене пăрахăçламан. Проектсене çак документсене пăхăнса хатĕрлеççĕ:

  • СНиП 2.08.01-89, 1995 г. «Жилые здания»
  • СНиП 2.08.02-89 «Общественные здания и сооружения»
  • СНиП 2.09.04-87 «Административные и бытовые здания»
  • СНиП 31-03-2001 «Производственные здания» Взамен СНиП 2.09.02-85*
  • СНиП II-3-79*, 1996 г. «Строительная теплотехника»
  • СНиП 3.04.01-87 «Изоляционные и отделочные покрытия»
  • СНиП 21-01-97 «Пожарная безопасность зданий и сооружений».
  • СП 31-116-2006 «Проектирование и устройство кровель из листовой меди»
  • СП 17.13330.2011 «Кровли» (Актуализированная редакция СНиП II-26-76)

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • крыша // Энциклопедия «Техника». — Росмэн. — М.: 2006. — Энциклопедия техники
  • Авторский коллектив д-р. арх. проф. М. С. Туполев, доц. А. Н. Шкинев, проф. А. Н. Попов, канд. арх. доц. А. А. Попов, канд. техн. наук доц. Ю. Л. Сопоцько, канд. арх. доц. Т. И. Кириллова, канд. арх. В. Н. Карцев, канд. арх. О. В. Коретко, инж. И. А. Браунсдорфер, канд. техн. наук В. В. Беспалов, инж. В. М. Кунин Конструкции гражданских зданий / под редакцией М. С. Туполева, научный редактор - арх. Г. А. Довжик. — Мускав: Издательство литературы по строительству, 1968.
  • С. И. Вайдман, Л. Ф. Теверовский, Д. В. Яковлев Строительные конструкции. — Ленинград: Издательство литературы по строительству, 1970.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Пӳрт тӗп элеменчӗсем 2021 ҫулхи Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.