Тĕрĕ
Тĕрĕ — шурă пир çине урăхла тĕслĕ çиппе, йĕппе тĕрлесе тĕрлĕ палăрту, курăм туни. Тĕрре авалах тĕрлеме пуçланă. Нумай палăрту паллине халĕ пĕлсе те илеймеççĕ. Авал тĕрĕре ăрат паллисене, тĕнче, çут çанталăк пулăмĕсене, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке, пурăнакан вырăнсене ӳкернĕ. Тĕрĕри паллăсем тăмха (тăмса) паллисем пулнă. Вĕсем тăрăх çыру çырнă теççĕ. Халĕ тĕрĕ тумтире, кĕпе-сурпана илемлетекен пуянлăх.
Тĕрĕсем вĕтĕ е шултра пулаççĕ. Хĕреслĕ тĕрĕ пай шутланать — унта хĕреслесе тĕрлеççĕ.
Тĕрлĕ халăхсен тĕрри расна. Çармăссен пĕр тĕслĕ, вырăссен тепĕр тĕслĕ. Вырăссен тĕрри сăрă ӳкерчĕклĕ. Анатрипе тури тата анат енчи чăвашсен тĕрри те уйрăлса тăрать.
Малтанхи тĕрĕçĕсем Ӗнчĕ, Перси /Элам/ çĕрĕсенче пурăннă. Вĕсен ӳкерчĕкĕсем ытти халăх тĕррисем çине куçнă, сарăлнă тесе шутлаççĕ.
Тата пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ефремова Екатерина Иосифовна - чӑваш тӗрӗ ӑсти, ӳнерҫӗ.