Ефремова Екатерина Иосифовна
Ефремова Екатерина Иосифовна | ||||
Çуралнă вăхăт: | 1914, чӳк, 26 | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Якурккел ялĕ, Чистай уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Нурлат районĕ, Тутарстан), Раççей империйĕ | |||
Вилнĕ вăхăт: | 2000, нарăс, 26 | |||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики, РФ | |||
Пулса тухни: | çĕр ĕçтешĕсенчен | |||
Гражданлăх: | СССР | |||
Вĕренӳ: | Мускаври ӳнер-промăçлăх техникумĕ||Мускаври патшалăх декор-майлаштару ӳнерĕн институчĕ | |||
Сĕм: | М. С. Спиридоновр Софья Владимировна Ильинская Ольга Константиновна Бельчикова Иван Сергеевич Простов | |||
Чыславсем: |
| |||
Хисепсем: |
|
Екатери́на Ио́сифовна Ефре́мова (26.11.1914, Якурккел ялĕ, Чистай уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Нурлат районĕ, Тутарстан) — 26.2.2000, Шупашкар, Чăваш Республики) — эреш-тĕрĕ ӳкерçи, чăваш халăхĕн алă тĕррине упрас ĕçре вăй хунăскер.
РСФСР тава тивĕçлĕ ӳкерçи, ЧАССР халăх ӳкерçи.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ачалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Екатерина Ефремова Якурккел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ — Осип (Иосиф) Ефремович Ефремов — шкулта ачасене вĕрентнĕ. Катя пиллĕк çул тултарсан ашшĕ çĕре кĕнĕ. 1923 çулта амăшĕ ачасене илсе тăван çĕрне Чăваш автономи облаçне, Çĕрпӳ уесĕнчи Мамликасси ялне куçса кайнă. Унта кукамăшĕ хĕрачана чăваш халăх эрешĕ паллаштарнă, тĕртме, тĕрлеме вĕрентнĕ[1].
Яшлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар куçса килсен, Екатерина çичĕ çуллăх хапрăк-савут шкулне пĕлӳ пухма кĕнĕ, çав хушăрах М. С. Спиридоновран сăрăпа çырма вĕреннĕ. Пурнăçĕ тăршшипех унăн хĕрĕпе — Августа Моисеевнăпа — туслă пулнă.
1930-мĕш çç. М. С. Спиридонов Екатеринăна тĕрĕсене тĕпчеме ĕçе илнĕ. Чăваш халăхĕн ӳнерĕ унăн пĕтĕм пурнăçне ярса илнĕ.
Мускавра вĕренни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1932 çулта, шкултан вĕренсе тухсан, Е. И. Ефремова Мускаври ӳнер-промăçлăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Эреш-тĕрĕ уйрăмĕнче ăна декор-майлаштару ӳнерĕн паллă ӳнерçисем — Софья Владимировна Ильинская, Ольга Константиновна Бельчикова, Иван Сергеевич Простов — пĕлӳ панă. Хăйĕн диплом ĕçне — чăваш тумне, алă тĕррипе — Ефремова «питĕ лайăх» хӳтĕленĕ.
Шупашкара таврансан, Е. И. Ефремова «Чăваш тĕрри» экспорт базинче техник-ӳкерçĕ вырăнĕнче тăрăшнă. 1939-па Чăваш çĕвĕçĕсен промăçлăх артелĕсен базинче ĕçленĕ.
1940 çулта Е. И. Ефремова Мускаври патшалăх декор-майлаштару ӳнерĕн институчĕн ӳнер керамики факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах та вăрçăна пула 1943 çулта кăна вĕренĕве малалла тăсма пултарнă. 1948 Ефремова институтри вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ. Диплом ĕçне — чăваш эрешлĕ керамик савăчĕсене — В. Пруссаков паллă ӳкерçĕ пулăшнипе тата В. А. Фаворский хутшăннипе хатĕрленĕ.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çемье
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алакĕр Ваçлейĕ — чăваш çыравçи.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Е. И. Ефремова хайланисем Чăваш Республикинче, Мускавра, Санкт-Петербургра музей фондĕсенче упранаççĕ.
Паллă ĕçĕсем:
- Сĕтел çитти «Урожай» (1940)
- чăваш орнаменчĕллĕ керамик сервизĕ «Чăваш кăвас сапи» (1948). ЧПӲМ
- Чӳрече карри «Чăваш АССР — 30 çулта» (1950). РЭМ
- Сĕтел çитти «Дом Советов» (1950). РЭМ
- Ал шăлли «Кони и дерево» (1969). ЧГХМ
- Сĕтел çитти «Праздничная» (1979). ЧГХМ
Куравсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 100 çул тултарнине асăнса ирттернĕ курав, Шупашкар, ЧПӲМ.
- Ăслăх-практика конференцийĕ, 100 çул тултарнине асăнса. ЧПГĂИ, ЧГХМ.
- 105 çул тултарнине асăнса. Шупашкар, Чăваш тĕрри музейĕ (Чăваш наци музейĕн филиалĕ)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Кочеткова Л. Д., Поликарпова А. А. «Дарить людям радость» (к 100-летию со дня рождения художника по вышивке, заслуженного художника РСФСР и Чувашской АССР, народного художника Чувашской АССР Ефремовой Екатерины Иосифовны) 2016 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. // БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, 2014
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Екатерина Иосифовна Ефремова: (чувашский художник по национальной вышивке и орнаменту).- Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1969. — 1 л.: ил. — (Серия моногр. буклетов «Художники Чувашской АССР» / под ред. А. Г. Григорьева).
- Ефремова Екатерина Иосифовна // Чувашская энциклопедия. Т. 1. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006.
- Минеева В. А. Тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова / Мастер вышивки Екатерина Ефремова (на чув. яз.) — Чебоксары: Чув. гос. ин-т гуманитарных наук, 2008. 48 с., илл.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Наследие Ефремовой. К 90-летию со дня рождения художника
- Биография 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Архив художницы Е. И. Ефремовой
- Произведения Е. И. Ефремовой в собрании Чувашского государственного художественного музея