Контент патне куҫ

Тайлăк лаптак

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кунта:
N = тĕрек реакцийĕ
m — объектăн масси
g — Ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ
θ (Тета) — Лаптак тайăлăвĕн кĕтесĕ
f = Сĕртĕнӳ вăйĕ
Хайхи f вăйăн енне кунта куçăмсăрлăх е аялалли куçăм тĕслĕхĕсемшĕн ÿкернĕ (ĕскер çÿлелле куçнă чух f тепĕр еннелле пулмаллаччĕ)

Тайлăк лаптак — горизонталь тĕлĕшпе пĕр-пĕр кĕтес чухлĕ тайăлтарнă лаптак. Вăл ансат механизмсенчен пĕри, çăка, ун çине тивекен йывăрлăх вăйĕнчен самай пĕчĕкрех вăйпах, çÿлелле хăпартма пулăшаканскер.

Кулленхи ĕçлевлĕхре пандуссем тата трапсем тайлăк лаптак тĕслĕхĕсем пулса тăраççĕ. Тайлăк лаптак принципне çавăн пекех ăйă, пуртă, тĕрен, савăл, винт йышши инструментсенче те курма пулать.


Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Видеоурок: тайлăк лаптак