Таннат
Курӑнакан калӑплав
Таннат ( фр. Tannat ) - хĕрлĕ иçĕм сорчĕ.Тăван енĕ : Кăнтăр-Хĕвеланăç Франци.
- Урăх ячĕсем : Bordeleza belcha, Harriague, Madiran, Moustrou, Moustroun.
Таннат çырли хуппинче нумай танинсем пухăнаççĕ.Çавăнпа та сорчĕн ячĕ "танин" сăмахран кайнă.Таннатран тунă эрехсем пысăк танинлă тата техĕмлĕ ( хурлăхан, малина, чие шăршисем ).Танинсем çемçетме эрехсем малтан юман пичкере, кайран кĕленчере ( 7-8 çул ) усравлаççĕ.
Сарăлни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Франци : тăван çĕрте 2 900 гектарсемче Таннат вырнăçнă.Чи пысăк лаптăксем Мадиран, Беарн тата Ирулеги эрехтăвакан тăрăхсемче.Чилайăш пылаксăр хĕрлĕ тата шупка хĕрлĕ эрехсем тăваççĕ ;
- Уругвай : ку çĕршывра Таннатăн чĕрĕ хуллисем дон Паскуаль Харьягуэ Францирен куçарнă.Ку пирки вырăнти эрехтăвакансем Таннат сорчĕ Паскуаль хушамачĕпе - Харьягуэ чĕнеççĕ.Паян Уругвайра Таннат - чи паха иçĕм сорчĕ ( яхăн 2 000 гектарсемче вырнаçнă ).