Тан Турă Амăш турăшĕ
Тан Турă Амăш турăшĕ | |
Донская икона Божией Матери | |
уçăлнă вăхăт: | 1382 - 1395 |
---|---|
Турăша çырнă мел: | йывăç хăма, темпера сăррисем, Елеуса (Юмартлăх) |
Управ вырăнĕ: | Патшалăх Третьяков галереи, Мускав |
Уяв кунĕсем | 19 çурла (1 авăн) |
Турăш сăнĕ Викиампарта | |
Тан Турă Амăш турăшĕ — Турамăш Христос пепкене аллинче тытса ларнине сăнарлакан турăш, ăна Елеуса (Юмартлăх) мелĕпе çырнă. Турăш икĕ енлĕ, хыçалти енĕнче Турă Амăш Вилнине ÿкернĕ.
Халăх сăмахĕпе (Тан мăнастирĕн 1692 çулхи кĕнеки тăрăх), Сиротин хулинчен тан казакĕсем мускав кнеçне, Тан Дмитрийне Куликов çапăçĕвĕ умĕн (1380 çул) парнеленĕ. Вырăс Чиркĕвĕнче асамлă турăш шутланса хисеплĕ вырăн йышăнать. Юлиан календарĕ тăрăх çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче ăна чысласа уявлаççĕ.
Ӳнер тĕпчевçисем турăша 1380—1395-мĕш çулсенче çырнă пулĕ тесе шутлаççĕ, ăна е Феофан Грек, е унăн çывăх таврари ÿнер ăсти хайлама пултарнă теççĕ. Хальхи вăхăтра турăш Патшалăх Третьяков галереинче упранать. Кашни çулах турăша чысласа уявланă кун умĕн ăна Тан мăнастирне уявлă чиркÿ йĕркине ирттерме илсе пыраççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Турăша кам çырнине тĕрĕссĕн пĕлмеççĕ. Пĕрисем Феофан Грек, теприсем Игнатий Грек теççĕ.
1914—1919-мĕш çулсенче Г. О. Чириков турăша çĕнетсе тÿрлетнĕ хыççăн, ăна Патшалăх истори музейне панă.
1930-мĕш çултан турăш Патшалăх Третьяков галереинче упранать.
Ăшлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Турăш икĕ енлĕ: пичĕ енчен Турамăш сăнарĕ Пепкипе, хыçалти енĕ çинче Турă Амăш Вилнине ÿкернĕ.
Турăш пичĕ çырнă мел енчен Елеуса тĕсне (Юмартлăх) хушăнать.
Малти енĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтанхи ылтăн хыçĕ сыхланса юлман пулин те çын сăнарĕсемпе кĕпе-тумтирĕсем лайăх упранса юлнă (ылтăнпа çырнă пулнă Иисуспа Марьен пуç таври çутă кăшăлсем юпранса юлайман). Елеуса тĕсĕ йĕркипе сылтăм аллипе Таса Хĕр Марье Христ Пепкене тытать, Ачи Амăшĕн питне сĕртĕннĕ. Пепке сылтăм аллипе икĕ пÿрнеллĕ пил пырать, чĕркуççи çинчи гиматипе хупнă сулахай аллинче çавăрса хунă хут тытнă. Ку сăнарăн уйрăмлăхĕсен хушшинче Турачин чĕркуççи таран уçнă урисем, Турамăшĕн сулахай алли çине пуснăскерсем, пулаççĕ.
Пепке Христосăн охра тĕслĕ хитонне хутлатнă ылтăн йĕрпе чĕнтĕрлесе сенкер клавпа илемлетнĕ. Ăна, гиматий пекех, ылтăн ассистпа сăрланă. Иисус аллинчи çавăрса хунă хутне ылтăн кантрапа çыхнă. Турпепкен усăнса анакан тумĕсене складки одежд Богомладенца Марье сулахай аллипе тытса илет.
Турамăш Мафорине чие çырли тĕслĕ сăрăпа çырнă, çÿçеллĕ хĕррине ылтăнпа капăрлатнă тата йăла тăрăх виçĕ ылтăн çăлтăрпа илемлетнĕ, ку вăл таса хĕр пулнине пĕлтерет (Çăлакан çураличчен, çуралнă чух, çуралсан). Марье пуçĕ çинче сенкер калпак.
Хыçалти енĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хыçалти, питĕ лайăх упранса юлнă (киноварпа çырнă «Сăваплă Турă Амăш Вилни» тени те юлнă) енĕ çинче Турă Амăш Вилнине ÿкернĕ.
Композици варринче Иисус Христа вырнаçтарнă (вăл ыттисенчен икĕ хут пысăкрах), унăн аллинче пĕчĕк çех кипкеленĕ кÿлепе — ку Турамăшĕн вилми чунне пĕлтерет. Унăн умĕнче вилнĕ Таса Хĕр Мария. Ăна вуникĕ апостол тата икĕ епископ (Иаков, иерусалим епископĕ тата Иерофей, Афин епископĕ) çавăрса илнĕ, вĕсем Турамăшĕн юлашки сывлăш тухмиччен унпа юнашар Иерусалимра пулнă. Пулса иртнине икĕ енчен те çуртсем хупăрлаççĕ, ку вăл кил-çуртра пулса-иртнине пĕлтерет. Турамăшĕн умĕнче çурта çунать, ку пурнăç сÿнсе пынине пĕлтерет.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Лифшиц Л. И. Икона «Донской Богоматери» // Древнерусское искусство: Художественная культура Москвы и прилежащих к ней княжеств. XIV—XVI вв.. — М.: Наука, 1970. — Т. 5.
- Каменская Е. Ф. Шедевры древнерусской живописи // Советский художник : журнал. — 1971. — № 8.
- Алпатов М. В. Краски древнерусской иконописи // Изобразительное искусство : журнал. — 1974. — № 17.
- Салько Н. Памятник, овеянный славой Куликовской битвы: Икона «Богоматерь Донская». На обороте «Успение». — Л.: Аврора, 1978. — 40 с. — (Публикация одного памятника).
- Дмитриева Н. В. О тебе радуется. Чудотворные иконы Божией Матери. — М: Сретенский монастырь, 2004. — ISBN 978-5-7533-0068-3.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Донская икона Божией Матери Викиампарта
- Лазарев В. Н. Новгородская школа и «северные письма» (Богоматерь Донская / Успение). Русская иконопись от истоков до начала XVI века. çăлкуçран архивланă 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
- Богоматерь Донская. Двусторонняя икона. «Христианство в искусстве: иконы, фрески, мозаики…». çăлкуçран архивланă 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
- Икона Божией Матери Донская. Православие.Ru. — Из книги Н. Дмитриевой «О Тебе радуется!». çăлкуçран архивланă 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
- Щенникова Л. А. Донская икона Божией Матери. Православная энциклопедия. çăлкуçран архивланă 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 17 Ҫурла уйӑхӗн 2009.
- Наймушин А. А. Ежегодный Фестиваль Донской иконы Божией Матери в ст. Старочеркасской. çăлкуçран архивланă 16 Юпа уйӑхӗн 2012.