Контент патне куҫ

Таса Станислав орденĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Орден Таса Станислав; Таса Станислав Император тата Патша Орденĕ

1-мĕш степеньлĕ Императорăн тата Патшан Тс. Станислав Орден палли
Йĕркеленĕ вăхăт 1765;
1831 çулта раççейĕн пклса тăнă
Йĕркелевçĕ Станислав Понятовский;

Николай I раççей чыславĕсен системине кĕртнĕ.

Статус чи кĕçĕнни, патшалăха тата этем пĕрлĕхне усă кӳнĕшĕн.
Йыхрав «Чысласа хавхалантарать»
Степеньсен шучĕ 3 (1839 çулчен — 4)
Орден паллисем
Орден палли Хĕрлĕ финифтьпе витнĕ иккĕне çурăлнă кĕтеслĕ Ылтăн хĕрес.
Çăлтăр Кĕмĕл саккăр пайăркаллă çăлтăр
Хăю иккĕ шурă хĕрриллĕ хĕрлĕ
Орден тум-тирĕ çук
Орден хăйăвĕ
Ранг табелĕ танлаштарăвĕ
степень табель класĕсем
1
2
3
4
I—VI
VII—X
IX—XII
Çавăн пекех
Раççей почтă маркки, 1999 çул.

Императорăн тата Патшан Таса Станислав Орденĕ — 1831 - 1917 çулсенчи Раççей империн орденĕ.

Патшалăх чыславĕсен иерархинче чи кĕçĕнни, ытлрах вак тӳресем валли. Поляксен (пол. Order Świętego Stanisława) çеç патшалăх чыславĕ 1765 - 1831 çç.

Орден кавалерĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патша Раççейĕнче Тс Святослав Орден кавалерĕсем пулнă: адмирал А. В. Колчак, сăрăçсем И. К. Айвазовский тата Ф. А. Бруни; В. И. Даль; флотпуçĕ В. А. Корнилов; химик Д. И. Менделеев; Инçет Тухăç тĕпчевçи адмирал Г. И. Невельской; радио ăслайçи А. С. Попов; Аслă Çĕпĕр çулне тăвакан инженер К. Я. Михайловский, вăрçă уйĕнчи хирургие никĕслекен Н. И. Пирогов; физиолог И. М. Сеченов; травматолог Н. В. Склифосовский; çарпуç М. Д. Скобелев; çыравçă М. М. Зощенко; астроном О. В. Струве; филолог-классиксем Ю. А. Кулаковский, А. И. Сонни; сăвăç Ф. И. Тютчев; историк Н. Г. Устрялов; çыравçă А. П. Чехов; электродвигатель ăслайçи Б. С. Якоби; ырă ĕç тăвакан И. Л. Медведников тата урăх тивĕç çынсем.

Ютçĕр çынни — Тс. Святослав Орден кавалерĕ: Китай генерал-лейтенанчĕ Йохан Мунте (Johann Wilhelm Normann Munthe).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]