Контент патне куҫ

Темпранильо

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Темпранильо

Темпранильо - ( исп.-Tempranillo ) - испан хĕрлĕ иçĕм сорчĕ. Тăван çĕр: Риоха тăрăхĕ. Темпранильо тĕнчере тĕрлĕ ятпа палăрнă:

Темпранильо тĕрлĕ ячĕсем
эрехтăвакан енсемячĕчăвашла
РиохаTempranilloТемпранильо
Рибера-дель-ДуэроTinto fino, Tinto del PaisТинто фино, Тинто дель Паис
МадридTinto MadridТинто Мадрид
ТороTinta de ToroТинта де Торо
КаталониUll de llebreУль де ллебре
Арагон, Ла-МанчаCencibelСенсибель
АПШValdepenasВальдепеньяс
ПортугалиTinta Roriz, AragonazТинта Рориш, Арагонеш

Темпранильо каярах чечекленет, ирех пиçет. Темпранильо шăрăха та, сивве те тӳсекен сорт.

Темпранильо иçĕмĕн тĕнчере сахал сарăлнă сорчĕ. Испани çĕр-шывĕнче чи паха хĕрлĕ сорчĕ ( 113 000 га ). Португалире Темпранильо Тинтă Рăриш ячĕпе паллă пулнă. Дору тăрăхĕнче Тинтă Рăриш портвейн туса усă илеççĕ.

Чаплă эрехсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи чаплă, хаклă эрехсем Риберо-дель-Дуэро тата Риоха тăрăхĕсенче тăваççĕ: