Контент патне куҫ

Портвейн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Портвейн - (порт. Vinho do Porto, ним. Portwein, акăл. Port) - хаярлатнă пылак хĕрлĕ (чылайрахăшĕпе) тата шурă португал эрехĕ. Портвейн - Дору тăрăхра туса Порто (Вила-Нова-ди-Гайя ) хулара усранă эрех.Дору - 1756 çултан чикĕсем сакунпа палăртнă эрехтăвакан енĕ.Дору виççĕ тăрăхсене пайланă : Douro Superior, Cima Corgo тата Baixo Corgo.Кашни иçĕм лаптăкна пахалăх паллисем панă : A,B,C,D,E тата F. Чи паха лаптăксене А палли панă.

Иçĕм сорчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дору тăрăхĕнче 80 яхăн иçĕм сортне ӳстереççĕ. Портвейн тумашкăн сĕнкен иçĕм сорчĕсем кирлĕ:

  • хĕрлĕ иçĕм сорчĕсем: Турига Насьональ (чи паха сорт), Турига Франшеза, Тинта Рориш (урăх ячĕ Темпранильо), Тинта Баррока, Тинта Кау, Тинта Амарела, Сожау тата Тинта Франсиска;
  • шурă иçĕм сорчĕсем : Мальвазия Фина, Кодига, Гувейю, Вьюзинью, Рабигату.
Дору юханшывĕ

Портвейн тумашкăн Дору тăрăхĕнче иçĕм çырлине пуçтараçĕ. Иçĕм чĕрĕ хуллисем чăнкă тăвайккинче ӳсеççĕ. Кунта иçĕм çырлисене алăпа кăна пуçтарма пулать. Нимле машинă та сăртлă иçĕм лаптăксенче ĕçлеме пултараймасть. Пуçтарнă иçĕм çырлине пысăк гранитлă валашкана (порт.- "лагар") вырнаçтараççĕ. Ĕлĕк çынсем лагарна кĕрсе урапа пусса çырлан ăслине юхтарнă. Ку питĕ ывăнтаратьт (18 сехет хушши таптамалла), ыраттарать ( иçĕм вăрлăхсем ура тупанне шăйăраççĕ) тата юнавлă (йӳçнĕ ăсла кăмрăк кислотин газĕ ĕçлекенсене пуçа çапать) ĕç. Çавăнпа халĕ эрех тăс хуçалăхра ĕç хатĕрсемпе усă кураççĕ. Спирта хушсан эрехри сахăрĕ пĕтĕмех йӳçсе каймасть. Ку мĕслетпе эрех пылак ( 70-90 г/л сахăр ) та хаяр ( 18-20 градуслă ) пиçет.Пулнă эрехĕ кĕркунне-хĕлле пысăк пичкере "канать." Çуркунне пичкĕсем (ĕлĕкре тăваткаллă парăслă кимĕсемпе "barcos rabelos" Дору юханшывпа ) Опорто хулана тата унăн кассине Вила-Нова-ди-Гайя куçтараççĕ.Кунта портвейн малалла усравлаççĕ.

Классификаци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Branco (бранко) - шурă портвейн;
  • Rubi (руби) - пысăк юман пичкере çамрăк ( 2-3 çул ) портвейн;
  • Tawny (тăни) - пĕчĕк юман пичкере 3-4 çул усранă портвейн. Тăни 10/20/30/40 - миçе çул портвейн пĕчĕк пичкере усранине пĕлтерет;
  • Vintage Port (винтаж портвейн)- чи чаплă, чи паха портвейн. Çак портвейна Португалинче пĕр процент кăна хатĕрлеççĕ. Ку эрехе тума чи чаплă иçĕм çырлисене суйласа илеççĕ. Винтаж портвейна иккĕ çул пичкере усраççĕ. Кайран кĕленчене ярса сутаççĕ. Этикеткă çинче ялан иçĕм пуçтарнă çула çыраççĕ. Сахалтан сахал çак эрехе тăвас тесен вунă çул кĕленчере усрамалла. 60 çул усранă паха винтаж портвейн та пулать. Vintage Port кĕленчине уçнă хыççăн декантаци тумалла;
  • Late bottled vintage (LBV)- "кĕленчене каярах янă портвейн". LBV 4-6 çулсем пичкере усраççĕ. Кĕленче этикеткинче иçĕм пуçтарни çула палăртаççĕ.

Тĕп хуçалăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Dows кĕленчи
  • Симингтон çемьи ушкăнĕ (Symington Family Estate) : Graham's (1820), Churchill, Dow's, Warre's (1670), Smith Woodhouse (1784), Quinta do Vesuvio, Gould Cambell, Quarles Harris (1680), Martinez ;
  • Sogrape ушкăнĕ: Sandeman, Ferreira (1751), Offley (1737), Robertsons ;
  • Sogevinus ушкăнĕ : Barros, Calem (1859), Kopke, Burmester (1750), Gilberts ;
  • The Fladgate Partnership ушкăнĕ : Fonseca (1822), Taylors (1692), Croft (1588) ;
  • AXA Millesimes: Quinta do Noval (1715) ;
  • Grupo Roederer: Ramos Pinto;
  • Real Companhia Velha : Delaforce ;
  • Niepoort .

Чăн порто паллисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Порто акцизĕ

Кашни порто кĕленчере акцизĕ вырнаçтараççĕ.Акциз номерĕпе ăçта, кам тата мĕнле ку порто кĕленчене тунă пĕлме пулать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]