Тенке

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку ăнлава Тенкĕ тенипе, Раççей укçипе, пăтраштармалла мар
500 тенке

Тенке, — Казахстанăн валюти.

1 тенке = 100 тиын. Пĕтĕм тĕнче хушшинче ку укçана KZT тесе палăртаççĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Казахстан ИПЙ-ри ытти патшалăхсенчен чи кайран хăйĕн валютипе усă курма пуçланă.

1991 çулта дизайнерсен яваплă ушкăнне йĕркеленĕ, унта Мендыбай Алин, Тимур Сулейменов, Агимсалы Дузельханов тата Хайрулла Габжалилов кĕнĕ.

1993 çулхи чӳк уйăхĕн 12 Нурсултан Назарбаевăн "Казахстан Республикин валютине хута кĕртесси çинчен" указ тухнă.

1993 çулхи чӳк уйăхĕн 15 тенкене усă курма пуçланă.

1995 çулта Казахстанра пичет фаблики уçăлнă.

Пĕрремĕш укçана чикĕ леш енче, Англире, пичетленĕ. Пĕрремĕш вак укçăсем Германире çапса килнĕ.

Банкнотсемпе укçасем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхатра Казахстанра çăк банкнотсем хутра çуреççĕ:

  • тимĕр укçасем
    • 1 тенке
    • 2 тенке
    • 5 тенке
    • 10 тенке
    • 20 тенке
    • 50 тенке
    • 100 тенке

Çавăн пекех юбилейлă тимĕр укçасем хутра çуреççĕ.

1000 tenge commemorative banknote for 2010 year - the Chairmanship of Kazakhstan in OSCE