Теччĕ историйĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Теччĕ Атăлçи Пăлхарти чи авалхи хулисенчен пĕри. Ăна Аслă Пăлхарпа пĕр вăхăтрах никĕсленĕ. Аслă Пăлхар Атăл шывĕн сулахай çыранĕнче, шыв юххинчен аяккарах сарăлса ларнă. Теччĕ вара ăна хирĕç, Атăлăн сылтăм çыранĕнче, çӳллĕ вырăнта. Чи авалхи вăхăтра пăлхарсем ăна карман е сĕнтĕр пек усă курнă пулĕ.

«Чăвашсемпе мăкшăсен халапĕсем пĕлтернĕ тăрăх, — тенĕ И. Н. Сырнеев хăйĕн 1901 çулта пичетленсе тухнă «Россия...» кĕнекинче илсе кăтартнă хайлавра, — Теччĕ хули малтан урăх çĕрте, Кивĕ Теччĕ (Богородицын пасарĕ) вырăнĕнче пулнă...

Пăлхар патшисенчен пĕри вырăс çĕрĕ çине вăрçăпа кайнă. Вăл вăрçине ăнăçлă ирттернĕ, нумай пурлăх тата вырăс кнеçĕн питĕ хитре хĕрне тыткăна илсе килнĕ. Çав хĕре вăл качча илнĕ, ăна ислам тĕнне йышăнтарасшăн пулнă, анчах кнеç хĕрĕ ниепле те килĕшмен. Пăлхар патши ăна питĕ юратнипе Христос тĕнне ĕненсе пурăнма ирĕк панă. Аслă типпе тытнă вăхăтсенче вăл, патша арăмĕ, Атăл урлă каçса Кивĕ Теччери чиркӳре турра пуççапса пурăннă.

В. Казанский тĕпчевçĕ хăй вăхăтĕнче Теччĕ хули пирки çапла çырнă: «Предания относят происхождение города Тетюши ко времени процветающего еще Болгарского царства, отчего будто певоначальное поселение г. Тетюши получило на наречии болгарского названия Темтюзи». Ку çырнă хут Чăваш Тĕпчев институтĕнчи наука архивĕнче упранать.

С. М. Шпилевский хăйĕн «Древние города и другие болгаро-татарские памятники Казанской губернии» кĕнекинче те авалхи Теччĕ хули пирки çырнă.

Ытти пайтах хуласемпе ялсем пекех, Теччĕ те тутар-монголсем 1236 çулта чылай хуша кунти халăхпа çапăçнă хыççăн ним юлми çунса кайнă.

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс çул çырăвĕсенче асăннă "Темтюзи" ят пăлхар-чăваш чĕлхинчен тухнă, пулас. Пăлхарсем Темтюзи ларакан çырана хăйсен чĕлхипе " тăм ту çийĕ", " тăм ту çи" е кĕскен "тăмтуç" тенĕ. Вара çав сăмах кăшт улшăнса вырăссен "темтюзи"-йĕ пулса тăнă, каярах "Темтюзи" ятран " Тетюши" ят пулса кайнă. Кун çинчен "Сувар" хаçатăн 19(801) номерĕнче вулама пулать. чакка тытар сукасем