Контент патне куҫ

Тихонов Вячеслав Архипович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тихонов хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Тихонов Вячеслав Архипович
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1940 çул, çĕртме, 10
Ҫуралнӑ вырӑн Турхан ялĕ
Çĕмĕрле районĕ
Чăваш АССР
РСФСР ССРП
Вилнӗ вӑхӑт 2020 çул, чӳк, 5
Пӑхӑнулӑх ССРП
Раççей Федерацийĕ
Ҫар ӑрачӗ ФХХ
Хӗсмет ҫулӗсем 1967-1998
Хисеп
Генерал-майор
Генерал-майор
Чыславсем тата парнесем
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ  — 1984
Отставкӑра 1998

Тихонов Вячеслав Архипович (1940, çĕртме, 10, Турхан, Çĕмĕрле районĕ, Чăваш АССР) – генерал-майор, Чăваш Республикин хăрушсăрлăх министрĕ.

1940 çулхи çĕртмен 10 мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче çитĕннĕ. Çак ялти çиччĕ çул вĕренмелли шкулта (1953), Çĕмĕрлери 1 № (1957), Свердловскри юридици институтĕнче (1966) пĕлӳ илнĕ.

Совет Çарĕнче 1959–61 çулсенче хĕсметре тăнă. Совет Союзĕн ПХХ, ШĔМ органĕсенче Çĕмĕрлере (1963–65), Свердловскра, Липецкре, Шупашкарта (1967–98) ĕçленĕ. Полковник (1991), генерал-майор (1993),Чăваш Республикин хăрушсăрлăх министрĕ (1981, чӳк,–1994).

Халĕ – Чăваш Республикинче РФ Президенчĕн реформисене майлă комитечĕн регион уйрăмĕн ертӳçи,

20202 çулхи чӳкĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ.

  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (1984),
  • «Хисеп палли» орден (1990),
  • 8 медаль,
  • ССРП ПХК чыслă ĕçтешĕ (1984).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]