Тициан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тициан
итал. Tiziano
Хăйне хăй ÿнернĕ сăнар, 1567
Хăйне хăй ÿнернĕ сăнар, 1567
Çуралнă вăхăт: 1488 (1490)
Çуралнă вырăн: Кадор
Вилнĕ вăхăт: 1576
Вилнĕ вырăн: Венеци
Жанр: историлле сăнар ĕçĕ
Вĕренӳ: Джованни Беллини, Джорджоне
Стиль: Венеци ӳнер шкулĕ
Викиампарти ĕçсем

Тициан Вечеллио (1488/1490-мĕш çулсем патнелле - 1576-мĕш çул, çурла уйăхĕн 27-мĕш кунĕ), итал сăрă ÿнерçи, Чĕрĕлÿ тапхăрĕн «Ылтă ĕмĕрти» аслă ÿнер элчисенчен пĕри, унăн çуралнă вăхăчĕпе ирхи хайлавĕсем пирки хальхи тĕпчевçĕсен хушшинчи тавлашусем паянччен те пĕтмеççĕ. Джорджо Вазари 1480-мĕш çул тесе шутлать. Унăн хăшпĕр ирхи ÿнер хайлавĕсене Джорджоне ĕçĕсенчен уйăрса илеймеççĕ. Çамрăк Тициана Джорджоне вăйлă витĕм хунă. 1508-1509-мĕш çулсенче вĕсем пĕрле Венецири Фондако деи Тедескире тата 1510-1511-мĕш çулсенче Падуя хулинчи Скуола дель Сантора фрескасем ÿнерме пуçланă. Хаваль пулин те ку ĕçсем лайăх упранса юлман. Джорджоне вилнĕ хыççăн Тициан унăн ĕçĕсене вĕçленĕ. Ăсталăхĕ туптаннă май, Тициан хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче чылай çын сăнарĕ ÿнерет, тĕн ыйтуллă ĕçсем пурнăçлать, чиркÿсене сăрăпа ÿкерсе капăрлатать.
Тициан Микельанджелопа Вазарипе те паллашуллă пулнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тициан Пьеве юханшывĕпе юнашар Кадор ятлă пĕчĕк вырăнта, паллă-сумлă Вечеллио çар çынни кил-йышĕнче çуралнă. Вунă çул тултарсан ашшĕ ăна куккăшĕ патне, Венецине леçнĕ. Куккăшĕ, ачан пултарулăхне кура, Джан Беллино ÿкерçĕ ĕç лаçне вырнаçтарать. Тĕпчевçĕсем шутланă тăрăх, вăл Себастьяно Цуккато, каярах Джентиле тата Джованни Беллини ĕç лаççисенче ĕçлеме пултарнă.

1515-мĕш çултан пуçласа вăл Гонзага, Эсте, Фарнезе, Ровере кил-йышĕсем валли ÿнер ĕçĕсем хайлать.

1533-мĕш çулта вăл 5-мĕш Карл ĕмпÿ (1500-1558), карти ÿнерçи пулса тăрать.

1545-мĕш çулта вăл Римра 3-мĕш Павăл папа (1534-1549), каярах 2-мĕш Филип (1527-1598), валли ĕçленĕ.

Пурнăçĕн вăтам тапхăрĕнче вăл шутсăр нумай çын сăнарĕсемпе композицисем ÿнерет, нумайăшĕнчен тепре хутласа кописем тăвать. Унăн мăнаçлă та ирĕклĕ пултарулăхĕ нимĕнле чикĕне те пĕлмесĕр малалла ăнтăлнă.

Ватлăхра та çулĕсене уямасăр ĕçленĕ. Унăн ĕçĕсенчи илемлĕ тĕссемпе хитре ÿкерчĕксем çех мар, пурнăç вăйĕпе тĕрĕслĕхĕ те чун-хавала çĕклентереççĕ.

1576-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Венецире «Хура чир» — чума ăна пурнăçран илсе кайнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Пезаро Тур-амăшĕ» (1526), «Фрари чиркĕвĕ», Венеци
«Федерико Гонзага сăнарĕ» (1529)
«Карл V-мĕш йытăпа» (1533)
«Антонио ди Порчиа граф сăнарĕ» (1535)
«Джулио Романо архитектор сăнарĕ » (1536-мĕш çул патнелле)
«Чиперкке» (1536-1537), Питти керменĕ
«Кларисса Строцци» (1542-мĕш çул патнелле)
«Рануччио Фарнезе» (1542)
«Даная Купидонпа» (1544-1546), Каподимонт наци музейĕ, Неаполь
«Пьетро Аретино сăнарĕ» (1545)
«Урбино Венери» (1538 çулччен)
«Каçару ыйтакан Мария Магдалина» (1560-мĕш çулсем)
«Марьене чиркÿне кĕртни» (1534-1538)
«Эммаусри каç апачĕ» (1530-мĕш çулсен варринче)
«Венерапа Адонис» (1554)
«Çар тумлӑ арçын» (1550-мĕш çулсем)
«Дианапа Актеон» (1556-1559)
«Европана вăрлани» (1559-1562)
«Тĕкĕр умĕнчи Венера» (1555-мĕш çул патне)
«Тупăка хуни» (1559)
«Пархатарлă хыпар» (1564-1566-мĕш çулсем патнелле)
«Несение креста» (1560-мĕш çулсем)
«Тарквинийпе Лукреция» (1569-1571), Фитцвильям музейĕ, Кембридж, Анкăл
«Сăваплă Себастьян» (1570-мĕш çул патнелле)
«Терн кăшăлне пуç çине лартни» (1572-1576-мĕш çулсем патнелле), Кивĕ пинакотека, Мюнхен
«Пьета» (1570-мĕш çулсен варринче), Академи, Венеци

Курав речĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • А.Н.Бенуа, «История живописи всех времён и народов», т.2 - СПб.: «Издательский Дом «Нева» » , 2002.
  • Джорджо Вазари, «Жизнеописания наиболее знаменитых живописцев, ваятелей и зодчих» , 5-й том/ Под ред.А.Г.Габричевского.— М.: ООО «Издательство Астрель» : ООО «Издательство АСТ», 2001.
  • Christiane Stukenbrock, Barbara Topper, «1000 masterpieces of european painting» , — h.f.ullman is an imprint of Tandem Verlag GmbH, 2011

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]