Токантинс
Токантинс (порт. Tocantins) — Бразили варринче вырнаҫнӑ штат. Ҫурҫӗр енче Пара тата Мараньян штатсемпе, тухӑҫ енче Пиауипе Баия, анӑҫ енче Мату-Гросу, кӑнтӑр енче Гояс штатпа чикӗленет[6]. Администраци Палмас хулинче вырнаҫнӑ.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Токантинс штачӗн ячӗ, пӗрешкел ятлӑ юханшыв ятӗнчен пулса кайнӑ, тупи чӗлхинчен «тукан сӑмси» тесе куҫарӑнать.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Штат территорийӗн ытларах пайне Серрадо анлӑ экорегион йышӑнать, ҫапла вара Токантинс Амазонин тропик вӑрманӗсемпе Бразилин курӑк ӑнса ӳсекен тӳремлӗхӗсем хушшинчи чикки пулса тӑрать. Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла штат урлӑ Токантинс юханшыв юхса иртет.
Штат кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Токантинс, ҫавӑн пекех Рораймӑпа Амапа та, Бразилин чи ҫамрӑк штачӗсенчен пӗри шутланать. Ӑна 1988 ҫулта Гояс штачӗн ҫурҫӗр пайӗнчен уйӑрса йӗркеленӗ[7].
Халӑх йышӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2010-мӗш ҫулхи ҫырав вӑхӑтӗнче Географипе статистика наци институчӗ (IBGE) пухнӑ сведенисемпе килӗшӳллӗн штатра ҫакӑн пек халӑх пурӑнать:
| Тулли халӑх йышӗ | 1 383 445 | |||
|---|---|---|---|---|
| ҫав шутра: | Хула халӑхӗ | 1 090 106 | Хула халӑхӗн % | 78,80 |
| Ял халӑхӗ | 293 339 | Ял халӑхӗн % | 21,20 | |
| Арҫынсем | 702 424 | Арҫынсен % | 50,77 | |
| Хӗрарӑмсем | 681 021 | Хӗрарӑмсен % | 49,23 | |
| Халӑх йышлӑхӗ, ҫын/км² | 4,98 | |||
| Штат халӑх йышӗ ҫӗршывӑн халӑх йышӗн % | 0,73 | |||
Штатри халӑхӑн ытларах пайӗ хутӑш ҫемьесенче ҫуралнӑ: 71 % метиссемпе мулатсем, 24 % — шурӑ, 3 % — негрсем. Штатри тӗп тата практикӑра усӑ куракан пӗртен-пӗр чӗлхе — португал чӗлхи.
Администрацие йӗркелени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Администрацине йӗркелес тӗлӗшпе штат 2 мезорегионпа 8 микрорегионран тӑрать. Штатра — 139 муниципалитет.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Штат экономики ял хуҫалӑхӗ (тырпул ӳстерессипе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси) ҫинче никӗсленнӗ. Токантинс лаптӑкӗнче Бразилири чи пысӑк фермӑсенчен пӗри вырнаҫнӑ. Штатра соя, тырӑ тата ытти культурӑсен плантацийӗсем пур[7].
Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ https://data.iana.org/time-zones/tzdb-2021e/southamerica
- ^ http://politica.estadao.com.br/blogs/fausto-macedo/tse-cassa-marcelo-miranda/
- ^ https://censo2022.ibge.gov.br/panorama/
- ^ https://globaldatalab.org/shdi/shdi/BRA/?levels=1%2B4&interpolation=0&extrapolation=0&nearest_real=0
- ^ https://www.worldatlas.com/articles/brazilian-states-by-literacy-rate.html
- ^ Токантинс 2021 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. в энциклопедии «Вокруг света».
- ^ 1 тата 2 Токантинс 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. russobras.com сайтра.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Токантинс статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
Бразили штачӗсем |
|
|---|---|
Акри • Алагоас • Амазонас • Амапа • Баия • Гояс • Мараньян • Мату-Гросу • Мату-Гросу-ду-Сул • Минас-Жерайс • Пара • Параиба • Парана • Пернамбуку • Пиауи • Рио-де-Жанейро • Риу-Гранди-ду-Норти • Риу-Гранди-ду-Сул • Рондония • Рорайма • Сан-Паулу • Санта-Катарина • Сеара • Сержипи • Токантинс • Федераллӑ округ • Эспириту-Санту |