Тосканелли Паоло

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тосканелли Паоло
Paolo dal Pozzo Toscanelli
Çуралнă вăхăт: 1397
Çуралнă вырăн: Флоренци
Вилнĕ вăхăт: 15.05.1482, çу, 15
Вилнĕ вырăн: Флоренци
Патшалăх:

Итали

Ăслăх сфери: астрономи, медицина, географи, математика
Альма-матер: Падуя университечĕ
Чыславсемпе парнесем


|

|}

Паоло Тосканелли – (1397, Флоренци- 15.05.1482, Флоренци) - астрономи, медицина, географи, математика енĕпе ĕçленĕ ăсчах.

Колумбпа çыру çырнипе паллă: 1474-мĕш çулта Тосканелли португали королĕ патне Çĕр шар пулнипе Индине тинĕспе Атлантика океане урлă çитме пулать тесе çыру яна тесе шутлаççĕ. Çыру çумне перремĕш градус тетĕлĕ вырнаçтарнă Çĕр картине çирĕплентĕю Ку карта Колумб аллине лекнĕ (е Колумб ун çинчен пелсен копи ыйтса янă). Тосканелли шутлананă чухне йăнашнă, Ази тене 2 хут пысăклатнă, çавăнпа Лиссабонпа Япони хушши 2 хут чакнă.

Тосканелли татăшах çăлтăрсем хушшинчи кометăсем вырнаçăвне виçнĕ, çалтар тăрăх тинĕсри навигацине тишкернĕ. Флоренцири Сăваплă Мария де Фиоре соборĕнче выранти кăнтăрлана 0.5 ç таран терĕслĕхпе виçме гномон тунă. Ăна вăл çĕр меридианен таршшĕне виçме кирлĕ пулнă.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]