Контент патне куҫ

Треньел вăтам шкулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

А.Т. Краснов ячĕллĕ Треньел вăтам шкулĕ, — Патăрьел районĕнчи Треньел ялĕнче вырнаçнă вăтам шкул.

Халĕ шкулта 90 ача вĕренет. Шкул çуртне газ кĕртнĕ.

Шкулта музей, вулавăш пур.

Шкула 1905 çулта уçнă тесе калаççĕ. Анчах та кăна çирĕплетекен хутсем çук. Пăва уесĕн земство пухăвĕнчи шкулсен списокĕнче ку ялта шкул пурри е ăна тума палăртнине çырман.

1923 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Треньелте ял пухăвĕ иртнĕ. Пуçлăхсенчен ирĕк илнĕ хыççăн вара çав çулах юпа уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне ялта шкул уçма палăртнă. Шкул валли пӳлĕме Иван Михайлов панă, Александр Эльмуков вĕрентӳçĕ валли хваттер панă. Шкул япалисене илмешкĕн вара ăнăçлă сутăçă Леонтий Паймин панă. Çапла шкула 1923 çулта уçнă.

А.Т. Краснов ятне 2004 çулта панă. Вăл шкулта нумай çул шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.



Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.