Контент патне куҫ

Треньел

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Треньел
выр. Новое Котяково
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районПатăрьел
Ял тăрăхĕТăрăн
Координатсем55°06′04″ с. ш. 47°34′37″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
ПуçлăхМихеев Константин Федорович
Никĕсленĕ1753
Малтанхи ятсемКатек
Наци йышĕчăвашсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83532
Почтă индексĕ429350
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 207 872 003
Официаллă сайчĕкаçă
Треньел (Раççей)
Точка
Треньел (Чăваш Ен)
Точка

Треньел (Тĕрĕньел), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1927 çулчен Катек ятлă пулнă[çăлкуç кирлĕ].

Патăрьелтен 9 çухрăмра çурçĕрелле вырнаçнă. Ялпа юнашар Ыхра Çырми юханшывĕ иртет.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Треньелте 504 çын пурăнать. Ялта шкул, ял клубĕ, фельдшер пункчĕ пур.

Ку яла никĕслекенĕ Тĕрĕн ятлă пулнă, вал Кивĕ Катек çынни пулнă. 1722-1727 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче ку яла вырăсла Новое Котяково ят панă. Вырăсла ăна Çĕнĕ Катек ят парса чиновниксем налук пухнă чухне йăнăш тăвас мар шухăшпа панă ĕнтĕ.

Чĕмпĕр кĕпернийĕ Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 37 кил пулнине çирĕплетсе калама пулать. Вĕсенче 89 арçын тата 96 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулта вара ялта 89 кил пулнине палăртнă. Вăл вăхăтра ялта 274 арçынпа 239 хĕрарăм пурăннă. 61 килте çырма-шытлама пĕлнĕ.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].

Паллă çыннисем, ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăвăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. Публикации » ПИЛĔК ХĔР АШШĔНЕ
  3. Гончарова С.В. Енилина Светлана Александровна — чăваш энциклопедийĕнчи статья.