Контент патне куҫ

Треньел кирпĕч завочĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Треньел кирпĕч завочĕ, — Патăрьел районĕнчи Треньелте вырнаçнă кирпĕч завочĕ.

Завода 1960-мĕш çулсенче туса лартнă. Вăл вăхăтра района кирпĕч пулман пирки ăна аякран тиесе килмелле пулнă. Апла асапланас мар тесе вара колхозсем пĕр-пĕрин хушшинче Треньел патĕнче кирпĕч заводне туса лартнă.

Завода йĕркелес ĕçре Мельников Иван Николаевич самай тăрăшнă. Вăлах кайран директор вырăнне йышăннă.

1990-мĕш çулсенчи çĕнĕ самана пуçлансан завода Треньелти колхозпа пĕрлештернĕ. Анчах усси çапах та пулман — пасар экономикинче завод вăй илеймен, пĕтсе ларнă.